Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑхмапӗ унӑн — хура пусмаран тунӑскер: хура чунлӑ этеме хура тӗс килӗшет пулӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Фантастикӑлла ялав айӗнче суту-илӳ вырӑнӗсен хӑватлӑ катан пирӗ тӑсӑлать, — унта тем те пӗр сутаҫҫӗ: лимонад, фисташка шывӗ, пӑрлӑ-содӑллӑ шыв тата виски, пальма эрехӗпе мӑйӑр, канфетпа конфетти, серпантинпа хлопушка, петардӑсем, маскӑсем, ҫыпҫӑнчӑк чуста шарикӗсем, йӗплӗ типӗ мӑйӑр, — куршанак евӗрскер, — йӗпписене ҫӳҫрен е пусмаран кӑларса илесси питех те кӑткӑс ӗҫ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Халӗ тин, кӑштах лӑпланса пырса, асӑрхатӑп: ҫак япаласем — куртка, шӑлавар, атӑ, кӗпе-йӗм — ансат пусмаран пулни те питӗ паха, тумланнӑ май эпӗ хама ӑшӑ супӑнь кӑпӑкӗнчи алӑ пек туятӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кестер, эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм; хула сӑнӗ халӗ тӗлӗнмеллерех: ҫуртсем, урамсем, кӑтартмӑшсем, мӑрьесем — ҫаксене пурне те ҫӳхе пусмаран тунӑ тейӗн; унӑн витӗр курӑнулӑхӗнче кӑсӑк пейзажсем выртаҫҫӗ, — хӑйсен ӗлкисемпе вӗсем хула линийӗсен кӑнттамлӑхӗсемпе пӗрлешсех кайнӑ; шӑпах хула ларнӑ ҫӗрте халӗ — эпӗ халиччен курман, пачах ҫӗнӗ вырӑн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Суринэ ӑна ярса тытрӗ; арҫынсемшӗн те йывӑр ҫӗр чаву ӗҫӗ ӑна батист пусмаран саппун ҫӗленӗ пекех туйӑнчӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Яланхи пекех, вӑл «шуйттан тирӗ» тенӗ пусмаран ҫӗленӗ казакина ҫӑтӑ-ҫӑттӑн тӑхӑннӑччӗ, унӑн сарлака кӑкри ҫинче сарӑ сухалӗ сарӑлса тӑрать, ҫамки ҫийӗнче кӗскен кастарнӑ хытӑ ҫӳҫӗ шӑрт пек тӑрать, урисене мужиксем тӑхӑнакан йышши йывӑр атӑ тӑхӑннӑ, вӗсенчен тикӗт шӑрши кӗрет.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫӳлтисем иккӗн, анмасӑрах, пусмаран ҫавӑрса тытрӗҫ.С верхнего яруса, не слезая, вдвоем, схватились за лестницу первоочередные.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кабинӑран сӑрӑ плащ тата симӗс курӑк тӗслӗ пусмаран ҫӗлетнӗ картуз тӑхӑннӑ пӗр питех те ҫӳлӗ мар, сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын тухрӗ.Из кабины выбрался невысокий плечистый человек в сером плаще и суконной фуражке защитного цвета.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унӑн мӑйӑхӗпе сухалӗ тата сарӑ пурҫӑн пусмаран ҫӗлетнӗ пиншакӗ костер ҫутинче хӗрлӗрех-кӗрен тӗслӗ курӑнаҫҫӗ.Усы, борода и чесучовый пиджак его в отсветах костра стали одного, красновато-оранжевого, цвета.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫулла ӑна сарӑрах тӗслӗ пурҫӑн пусмаран ҫӗлетнӗ аслӑ пиншакпа ҫӳренине ҫеҫ курма пулать.Летом директора видели только в светлом чесучовом пиджаке, свободно висевшем на его сухих плечах.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫук, ҫамрӑк мар ҫав юланутҫӑ (пусмаран ҫӗленӗ ҫӑлтӑрлӑ шлемсем тӑхӑннӑ ҫынсен вӑрҫинче вӑл ҫамрӑк пулма пултарайман.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Чим-ха, хаклӑ парнене ҫывӑхранах курма пар, — терӗ малти сак ҫинче ларакан ҫӑм пусмаран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ курпун карчӑк.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Манӑн мамӑкпа ҫӗлетнӗ пурҫӑн куртка тата ахаль пусмаран ҫӗленӗ ӑшӑ йӗм пур.Есть у меня черная шелковая курточка на вате и черные хлопчатобумажные штаны на подкладке, теплые.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каталина тавӑрнӑ ҫанӑллӑ капӑр куртка, йӑмӑх хӗрлӗ пусмаран вӑрӑм тумтир, ылтӑнпа илемлӗтнӗ шӗлепкесем ҫӗлеме пӗлнӗ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Катеринӑн хальхинче хӑлха ҫакки ҫук, тӑхӑнасса та вӑл хӑй ҫине ахаль пусмаран ҫӗлетнӗ ҫӳхе те ҫӗтӗлнӗ кӗпе ҫеҫ тӑхӑннӑ.У Катерины не было сейчас сережек, она была одета в рваное платье из простого ситца.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем юбка вырӑнне Занзибарта ҫав тери хаклакан курӑкран ҫыхнӑ, кӑвак, хура, сарӑ тӗспе пӗветнӗ, «ламба» текен пусмаран тунӑ саппун ҫакса ҫӳреҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Алӑсене уяс, пӑсас, ҫуркалантарас мар текен ҫынсем ӗҫре тиртен, пусмаран, резинӑран ҫӗленӗ перчеткесем тӑхӑнмалла.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хулара, хула тулашӗнчипе танлаштарсан, ахаль пусмаран ансат ҫӗленӗ кӗпесемпе ҫӳреҫҫӗ.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кофтӑсем тӗсӗсемпе те тӗррисемпе те тӗрлӗрен пулччӑр, вӗсене йӳнӗ те лайӑх тасалакан материалтан (сатинран, поплинран, репсран, ахаль пусмаран) ҫӗлемелле.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӗвел ҫинче хӗртӗнмелли костюма ацетатлӑ пурҫӑнран е ахаль пусмаран ҫӗлемелле.Одежду для загара надо делать из ацетатной или хлопчатобумажной ткани.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.