Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусарса (тĕпĕ: пусар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ салху чухне вӑхӑт, ҫынна пусарса ӳкерме тӑрӑшнӑ пекех, вӑраххӑн та тертлӗн шӑвать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ӑна арман чулӗ пек пусарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Капланса килнӗ шухӑшне пусарса, Раман малалла чупрӗ, часах пушар сӳнтерекенсен пӗр ушкӑнне ҫитсе хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле пуҫӗ ҫине тӳпе персе анса пӗр шелсӗр пусарса хучӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑл куҫа чул пӑрахса пусарса хураканӗ никам та мар — Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чун тунсӑхне пусарса: «Ку вӑл ывӑнса ҫитнипе…» теттӗм вӗсене.

Грустно мне было, но я говорил им: — Это я просто устал…

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эп пӗтӗмпех пӗлетӗп, пӗтӗмпех! — хавассӑн кӑшкӑрса илчӗ Завьялов, хӑй пӑлханнине аран пусарса.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан манӑн пӳрнесем кружкӑпа пусарса хунӑ хут таткине хыпашласа тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сассисене пусарса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эппин, тунсӑха ытлашшипех пусарса (ку таранччен эсир пӗртте капла пулман вӗт, Николай Егорович!), чи малтан халӗ тухтӑрсем патне ҫӳреме вӑтанмалла маррине аса илтересех тетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Ку ушкӑнри юмахсен пуҫламӑшӗ пӗрешкелтерех: юмахҫӑ кашнинчех вӑйне ниҫта шӑнӑҫтарайман паттӑр ача урамра вылянӑ чухне ачасене амантса-вӗлерсе пӗтерни пирки, уншӑн ӑна ял-йыш, ашшӗ-амӑшӗ килтен кӑларса яни пирки пусарса калать.

Во всех сказках этой группы завязка одна и та же: герой, наделенный необычайной силой, ввиду юного возраста еще не осознает этого и во время игр с другими детьми своими действиями невольно наносит им увечье, подчас смертельное; из-за этого жители деревни и родители прогоняют его прочь.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чылай статьяра вӑл чӑваш «паттӑрлӑх эпосӗ, пысӑк произведенисем хальлӗн мар пулин те, юмах-халап майӗн паян кунчченех упранса ҫитнӗ» текен тӗп шухӑша пусарса калать.

Во многих трудах он особо подчеркивает мысль о том, что богатырский эпос дожил до наших дней, пусть даже не в форме крупных произведений, а в сказочном жанре.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

— Мӗн сӳпӗлтетен, Калис? — сассине вӑйпа пусарса тӗлӗнче амӑш.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йывӑрлӑх пӗрисене пусарса ҫитерме пултарать, теприсене — тата вӑй хушса парать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫуна таврашӗ ӑна пусарса такӑрлатман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шурик ун патне чупса ҫитсе ӑна тумтирпе пусарса выртать.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав ҫекӗлрен аппа пӑяв ҫыхрӗ те каска ҫинчи пире пусарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуринпе те сӑпайлӑ, кӳрнеҫтерсе, тату пурӑнма хӑнӑхнӑ кӑвакарчӑн ҫеҫ хӑйӗн кӳренӗвне хаярлатмарӗ — ни кӑвӑклатмарӗ, ни кӑвӑлтатмарӗ — пуҫне пӗшкӗртсе, ҫунатне пусарса, пӗр сас-чӗв те сиктермесӗр аяккалла лӑпӑстатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

— Юрӗ, эсӗ пул эппин, — Павӑла куҫран пӑхмасӑр сассине пусарса кӑларчӗ Марина.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тен, ӑшран хавшарнине пусарса, пулни-иртнине сӗвӗртсе, хамӑра чӗптӗм те пулин чӗм кӗртмелле?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех