Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вӑл ӗне укҫипе «культурӑллӑ» пурӑнма пуҫланипе йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхшӗн пыракан Сталинла походран уйӑрӑлса кайса, ҫамрӑк пӑрӑва пусакан активист Никифоров («Хавас» колхоз, Канаш р. ) пек вӑл пысӑк сиенлӗ ӗҫ туса хучӗ.
Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.
Эпӗ, аяларах алӑ пусакан хуҫа, Михаил Петрович Янашов, Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уездӗнче, Атӑлкасси вулӑсне кӗрекен Энӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑскер, ҫав ялтах ҫуралнӑ Николай Степанович Степанов ятлӑ хресчене… —
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗр, пуҫҫапа-пуҫҫапа кӗл тунӑ май, Киремет картине хӑй хыҫҫӑн кӗнӗ ҫӳллӗ пӳллӗ, сылтӑм урине уксахласарах пусакан йӗкӗте те асӑрхамарӗ, хӑй хыҫӗнчи ура сассине те илтмерӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Агропромышленность комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АО-н сысна комплексӗн директорӗ Иван Федоров, техник-осеменаторӗ Надежда Емельянова, операторӗ Мария Большакова, выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн доярки Лия Зайцева, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн аш-какай деликатесӗсене хатӗрлекен Раиса Волкова, выльӑх пусакан цех ӗҫченӗ Александр Дмитриев, «Санары» агрофирма склачӗн ертӳҫи Ольга Плешкова Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотисене илчӗҫ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
АПК аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Чӑваш ен Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп Грамотипе «Агрохмельти» ӗҫчене Светлана Васильевана, «Кольцовка» агрофирмӑн гендиректорне Наталия Ермолаевана, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бухгалтерне Надежда Зайцевана, райадминистрацин тӗп специалистне Денис Константинова, Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнчи оператора Елизавета Лесована тата выльӑх-чӗрлӗх пусакан цехра тӑрӑшакан Татьяна Платонована, Г. Спиридонов хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчи Сергей Митрофанов механизатора наградӑларӗҫ.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
11) суйлавҫӑсем ҫинчен калакан сведенисене алӑ пустармалли листана алӑ пусакан суйлавҫӑсем хӑйсем тата алӑ пуснисене пуҫтаракан ҫын кӗртмен алӑ пуснисем – ҫак статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн суйлавҫӑсем алӑ пуснисене тӗрӗслеме хутшӑнтарнӑ эксперт тунӑ пӗтӗмлетӗве тӗпе хурса;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
Алӑ пустармалли хут ҫине алӑ пусакан тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартакан суйлавҫӑ ыйтнипе унӑн даннӑйӗсене алӑ пустармалли хут ҫине кандидата ырласа алӑ пуснисене пухакан ҫын ҫырса хума пултарать.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
— Апла, воевода, вӑрҫӑ вӑрҫма тивет-и-ха? — кӑмӑла пусакан шӑплӑха чӑтаймарӗ Сахиб-Гирей.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хытӑрах чупакан пулччӑр, ҫирӗпрех пусакан пулччӑр урасем.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫак пӳлӗм ӗлккенлӗхӗ, слон шӑмми хашакиллӗ куҫ кӗскисем, чӳречесем — мрамор витӗпе, касса эрешленӗ сӗтел-пукан, тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн, ылтӑнпа тата кӑвак инҫетпе ҫиҫекен илем куллисем, Дюрокӑн тирпе кавир ҫине яра-яра пусакан урисем, — ҫакӑ маншӑн виҫесӗр ытлашши, ҫакӑ мана хавшатать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стомадор — шӑпах вӗсен йышӗнчен; вӑл Давенанта кӗтмен ҫӗртен кӳнӗ парне те — «Тип ҫӗрпе тинӗс» — ҫав туртӑмранах тухса тӑрать: ҫын ури сайра ярса пусакан вырӑна карета драмӑн пиллӗкмӗш акчӗн персонажӗсемпе ҫитсе чарӑнасса кӗтсе илеймесӗр хупахҫӑ йӑлӑхсах ҫитрӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗр чӗри мӑнаҫлӑн ярса пусакан арҫын куҫӗпе тӗл пулсан яштах чиксе илчӗ.Сердце девушки, встретившись с гордым взглядом мужчины, резко заколотилось.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Никам та тытайми бандит Котов, е урӑхла каласан, «мӑйсӑр этем», каҫсерен Садовой урамӗнче, картла вылякансен притонӗ тӗлӗнче, ҫынсене выльӑх пусакан ҫӗҫӗпе пӳрисенчен чике-чике вӗлернӗ-имӗш.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Чӑнах та, урам енчен хыттӑн пусакан ура сассисем илтӗннӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Анчах, юлташсем, эпӗ сире тата ҫакӑн пирки асӑрхаттарасшӑн: фашистсем ҫак ҫыру ҫинчен пӗлес-тӑвас пулсан, ҫакӑнта алӑ пусакан кашни ҫыннах вилӗм кӗтет.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малалла выльӑха парне валли илсе пырса пусакан служитель тата вака выльӑхсен юнне кӑларакан служитель пынӑ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах кӑшт тӑрсанах вӗрилентерсе пӑрахрӗ, хӑстарма пуҫларӗ, Паша инке хыпӑнса ӳкрӗ те телефонпа шкула амӑшне шӑнкӑравларӗ, амӑшӗ чупса килчӗ, тухтӑр ҫитрӗ, Серёжӑна салтӑнтарчӗҫ, бинтне салтрӗҫ, ахлатрӗҫ, ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗҫ, анчах вӑл ним те калаймарӗ — вӑл киревсӗр, ирсӗр тӗлӗксемпе аташрӗ: тахшин, улӑп пекскер, хӗрлӗ майкӑллӑскер тӑрать, ҫутӑ кӗрен ҫара аллисенчен ирсӗр чернил шӑрши кӗрет, — йывӑҫ пукан, ун ҫинче выльӑх пусакан какай ваклать, — юнпа вараланса пӗтнӗ вӑрҫакан арҫын ачасем…
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пусӑм центрӗ вӑл — поверхнӑҫ ҫине ҫил пусакан вырӑнӑн чи варри пулать.Это та точка, которая является центром действия силы воздуха на поверхность.
10. Урӑх ҫынсем тунӑ машинӑсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Унтан унӑн ҫичӗ ҫухрӑм ярса пусакан аттине майӗпе хывса илнӗ.
Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ирхине хай ҫынҫиен вӑраннӑ та, ют ачасем вырӑнне хӑйӗн хӗрӗсене пусса пӑрахнине курса, хӑвӑртрах ҫичӗ ҫухрӑм ярса пусакан аттине тӑхӑнса янӑ та ачасене шырама вӑрмана тухса кайнӑ.
Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.