Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑннӑ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ман чӗрене ӑнсӑртран пырса кӗтӗн те вӑтӑр ҫула яхӑн юратса пурӑннӑ арӑм вырӑнне йышӑнтӑн…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна пурӑннӑ чухне ялан ҫакнашкалччӗ: арӑмӗ апат-ҫимӗҫне хатӗрлетчӗ, сӑрине тултарса ӗҫтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ывӑлӗ ҫинчен ытла та нумай шухӑшланӑ, ним сас-хурасӑр ҫухалнӑшӑн ҫунса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара кӗсйинчен тахҫантанпах вулама ӗмӗтленсе пурӑннӑ брошюрине кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кунти пек апата ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫисе курман.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ икӗ ҫул салтакра стройбатра йӗркеллӗ арҫынсемпе, малолеткӑра чылай ҫул ларса тухнӑ ачасемпе, пӗр чӗлхерен пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вӗсем Вӑтакасра Ваҫҫасен ҫумӗнче пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Кукаҫипе кукамай Мишша тете ҫемйипе кӳршӗллӗ пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Магнитогорск хулинче пиччесем патӗнче пурӑннӑ чухне вӗсен ачисен е шкула кайма тытӑничченех вулама-ҫырма вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫур ӗмӗре яхӑн пурӑннӑ, тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, юратнӑ мӑшӑрне пытарнӑ тӑван тӑрӑхран тухса кайма ҫӑмӑл маррине систерчӗ-ши чунӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эпӗ Чӑвашра мӗн пурӗ те вунҫичӗ ҫул, ӗмӗрӗн чи кӗске тапхӑрне ҫеҫ пурӑннӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пурӑннӑ тет ҫӗр ҫинче пӗр арҫын: патша та мар, пуян та мар, вӑрӑ та мар, таркӑн та мар.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Санька аппан Ваньки, пурӑннӑ пулсан, кӑҫал пилӗк ҫул тултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кунта киличчен урӑх хулара пурӑннӑ, авланнӑ, уйрӑлнӑ тата арӑмлӑ пулнӑ, ҫын пурнӑҫне хушша-хуппа кӗмест Вӗҫелис.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ара, ҫирӗм ҫул ытла пурӑннӑ хулара хӑйне ялти пекех туйнӑ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл алла ручка, хут илчӗ те ҫак кил ҫуртра ҫуралнӑ, пурӑннӑ ҫынсемшӗн питех те паллӑ ҫывӑх сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пурӑннӑ ҫеҫ мар, Кӗҫӗн Шетмӗне ҫывӑх пысӑках мар ялта суралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ача чухне унта пурӑннӑ тет-и?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

2019 ҫул тӗлне 703 437 ҫын пурӑннӑ, ҫапла вара, Бразилин чи пысӑк хулисене илес пулсан, Рибейран-Прету 27-мӗш вырӑн йышӑнать.

Население составляет 703 437 человек на 2019 год, таким образом, Рибейран-Прету являлся 27-м крупнейшим бразильским городом.

Рибейран-Прету // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%82%D1%83

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех