Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнап (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗчченех пурӑнап.

Один как перст живу.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

А эп ӳпкелесе пурӑнап: мӗншӗн качча илнӗ ҫакна, мӗншӗн качча илнӗ, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тепӗр уйӑх пурӑнап пуль теп-ха, — вӑтанса пӗлтерчӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫак ӑман ҫӗр чаваланӑ, пурӑнап тенӗ ахӑртнех, халӗ вӑл йӗппе ҫакланнӑ, лекӗ ҫуйӑн ҫӑварне.

 — Этот червь в земле скитался и своей был жизни рад, а теперь на крюк попался — и его сомы съедят.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӗмӗрӗпӗх укҫа ҫинче, пире ним вырӑнне хумасӑр пурӑнап терӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Пӗчченех пурӑнап эп халь, Анук.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Калама калаҫ та-ха, анчах та кӳршӗре пурӑнап пулин те эп нихҫан та ӳсӗррине курман.

— Ты рассказывать-то рассказывай, но, несмотря на то, что живу по соседству, я никогда не видел ее пьяной.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Василий ҫав тери чухӑн, хам эпӗ унтан-кунтан пуҫтаркаласа пурӑнап, ҫын калушӗпе ҫӳреп, эсӗ лайӑх пурӑнан, анчах, турӑ пӗлет-и тен, сан чуну мӗнле.

Василий нищий, сама я побираюсь и в чужом салопе хожу, ты хорошо живешь, но бог тебя знает, какая душа у тебя.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Васян тӑват ача, эпӗ ун ӗнси ҫинче тӑранса пурӑнап, ҫӗр ҫӑтманскер, шалу та вӑл ҫичӗ тенкӗ ҫеҫ илет.

А у Васи четверо детей, я на его шее живу, окаянная, а жалованья-то всего он семь рублей получает.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Арӑмпа нушаланса аллӑччен пурӑниччен луччӗ эп арӑмсӑр, анчах ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнап.

Чем с женой до пятидесяти прожить, я лучше без жены, но до ста лет проживу.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех