Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуррипе (тĕпĕ: пурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шевченко старшина кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эсӗ пуррипе, мӑнукӑм, — тет аслашшӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анкартисем хыҫӗпе чупа-чупа, ялтан тухать вӑл, ҫул ҫинче тӑрантас йӗрри пуррипе ҫуккине тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Уйӑх ҫинче те пулаҫҫӗ канӑҫсӑр мӑнукӗсемпе вӗсен аслашшӗ, пӑч-тӗттӗм ҫенӗкре усал вӑйсем пуррипе ҫуккисене те ыйтса пӗлеҫҫӗ шӗвӗрсем…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вара Петр Петрович чирлисем татах пуррипе ҫуккине хӑй тухса тӗрӗсленӗ, ун хыҫҫӑн тин киле кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Нарӑс, 16: Британи правительствин Рушдине свидетельсене хӳтӗлемелли программӑна кӗртсе хӳтӗлеме пуҫлать тата кӗнеке мусульмансене кӳрентернӗшӗн куляннине пӗлтерет; Хомейни аятолла ҫапла хуравлать: «Кашни мӑсӑльманӑн тивӗҫӗ — хӑй мӗн пуррипе усӑ курса, хӑйӗн пурнӑҫӗпе пуянлӑхне шеллемесӗр, Рушдине тамӑка ярасси».

16 февраля: Рушди защищён программой британского правительства по защите свидетелей и издает заявление, в котором выражает сожаление о том, что мусульмане были оскорблены книгой; аятолла Хомейни отвечает: «Обязанностью каждого мусульманина является использование всего, чем он владеет, его жизни и богатства для того, чтобы отправить Рушди в ад».

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Арманта ҫын пуррипе ҫуккине пӗлесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн пуррипе сӑйлан-ха, Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫыннӑн пыл хурчӗ пуррипе сана мӗн ӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗнӗ тырра ҫитет-и е ҫитмест-и, куҫ курӗ унта, халь мӗн пуррипе пулӑшас! — татса каларӗ те Наҫтик пуҫламан ҫӑкӑр илсе хӗрне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ чӑнлав (документлӑх) никӗсӗ вӑйланчӗ, илемлӗ хайлавсем тепӗр хут чӑн пуррипе никӗсленсе тухма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ирхине, вӑхӑт пуррипе усӑ курса, Улькапа Улюк кӑштах хула курса ҫӳресшӗн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗҫелис, час-часах велосипедпа ярӑннӑран-ши, хӑйӗн хӗрлӗх палли пуррипе ҫуккине те сиссе юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗр самант ура айӗнче мӗн пуррипе ҫуккине те туймарӗ тейӗн…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр, мӗн пуррипе пайланӑр.

Будьте щедры и делитесь всем, что у вас есть.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

РСУ начальникӗ малтан нимӗн теме аптраса каялла чакрӗ, унтан, Дубов пуррипе усӑ курса-ши, тавлашма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫын пуррипе шуйханса ҫӑка ҫине куҫнӑ пилеш кайӑкӗсем ӑмӑртмалла чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта картишне тухакан икӗ пӗчӗк чӳрече пуррипе ҫутӑ, чӳречисене решетке лартса ҫирӗплетнӗ, вӗсен ҫине йӳнӗ чӳрече карри те ҫакса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗпписем пуррипе ыттисем вӗсенчен хӑраҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ…

Они думают — если у них шипы, их все боятся…

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗн пуррипе киленӗр.

Наслаждайтесь тем, что у вас уже есть.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех