Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурри (тĕпĕ: пурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне яланах лӑпкӑ та кӑшт именчӗклӗ тытнинче ҫын кӑмӑлне тӳрех ҫемҫетекен, ӑна хӑй енне туртакан вӑрттӑн вӑй пурри палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Шанчӑк пурри ҫеҫ мана телейлӗ тӑваймӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ӗлӗкрех, ӑна драма театрӗ кӑна тенӗ чухне, чӑваш театрӗ пӗр хут кӑна мар музыкӑллӑ спектакльсем лартса панӑ, ҫавӑнпа пӗрлех артистсенчен чылайӑшӗн музыкӑллӑ пултарулӑх пурри палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Одеколонпа сапӑннӑ хӑй, ҫапах та кӑштах эрех шӑрши пурри сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эп фермӑпа бухгалтерире икӗ кун ахальтен чакаланман: ӑҫта мӗн пурри маншӑн пилӗк пӳрне пекех паллӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Халь требовани урӑхларах: пурӑннине кӑна мар, ҫак ялта ҫурт-йӗр пурри те кандидатшӑн «плюс» шутланать.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Ҫут тӗнчере сутӑнчӑксем пурри — тӗрӗсмарлӑх.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ пурри мана савӑнтарать, тӗнче туллин курӑнать, ҫавӑнпа та мана чуна кӑларма та ҫӑмӑлтарах пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хӑйсен автомачӗсем пурри, фашистсемпе тытӑҫса илни ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук каланӑ тӑрӑх Ҫӑрттан кӳллинче те пулӑ пурри палӑрчӗ, анчах ӑна тытмалли нимӗнле хатӗр ҫукки пурне те шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каҫӗ кӑшт кӑна тӗттӗммине кура, картишӗнче мӗн пурри йӑлтах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Алӑра винтовка пурри Кирука вӑй пачӗ, хӑюллантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шӑтӑка татах пӑтратрӗ, анчах урӑх нимӗнле чӗрчун пурри те палӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ашшӗ ӑна ҫак кӳллӗн кӑнтӑр ҫыранӗнче темле чул хӳшӗ пурри ҫинчен каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Стипенди илме тивӗҫнӗ ҫамрӑксен йышӗнче пирӗн ентешсем пурри те савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2

Эх, ҫав анчах пурри чӑрмантарать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

— Ҫӑнӑх пурри пур та, Варуҫсӑр пама пултараймастӑп, — терӗ Туння аппа, ман аппа ҫырӑвне вуласан.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку тӗлӗшпе те ӳсӗм пурри куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Промышленность пайӗнче кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ӳсӗм пурри куҫ кӗретех тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Кунччен вӗсене ытла та ӑссӑрла, тирпейсӗр тыткаланӑ пулнӑ, халӗ вӗсене (кирлӗ пек «мунча кӗртсе» ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн) эмелсем тумалли хаклӑ чӗр тавар вырӑнне усӑ курма май пурри курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех