Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурпӗр сăмах пирĕн базăра пур.
пурпӗр (тĕпĕ: пурпӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр тесен, ӑсатма пырсан та, пымасан та пӗрех те-ха ӗнтӗ, пурпӗр чун хускалать, пурпӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кирек мӗн ҫинчен калаҫма пуҫласан та, калаҫу пурпӗр Юрий ҫине куҫса кӗресси ҫинчен пӗлет вӑл, мӗншӗн тесен, вӗсем Юрий ҫинчен калаҫмаҫҫӗ пулин те, вӑл пурпӗр вӗсемпе пӗрле, вӗсем хушшинче.

Он знал: о чем бы ни начал речь, все равно она будет касаться Юрия, будет проникнута Юрием, ибо хоть они и не говорили о нем, он все время был с ними.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗрмай: «Пурпӗр юрататӑп… Пурпӗр»… — тесе ҫыраттӑм.

Я писал ей: «Все равно… Люблю все равно…»

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах пӑлхантаракан, ӳсӗртсе яракан кӑсӑклӑх чунсене пурпӗр ун патнеллех туртӑнтарнӑ та ӳт-пӗве пурпӗр ун ирӗкнех панӑ.

Но волнующее, опьяняющее любопытство влекло к ней души и отдавало во власть ей тела.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пурпӗр тарӑхать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ӑхӑ, ӑхӑ, Терен тете каласа панӑ пекех хӑтланать ку, — тарӑху каплана-каплана килет лесникӗн, анчах та хӑй тарӑхнине пурпӗр палӑртмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл та питӗ пырасшӑнччӗ, амӑшӗ, сӑлтав тупса, ӑна вӑйпах хӑварать: «Эсӗ эпир киличчен апат пӗҫер. Какайне, ялтан илсе килнине, веҫех яр. Пӑсӑлать пурпӗр», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ун-кун ан куҫла, пурпӗр курӑнмаҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурпӗр ҫимелли ҫӗре кӗрсе тӑма вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мамонтсем вӑхӑтӗнче йывӑҫ-курӑк таврашӗ ҫӗр ҫине хӗвел ҫути ӳкмелле марах кашласа ӳснӗ-и, йывӑҫсем каярахпа вӗтелсе пынӑ-и — пурпӗр, кирек хӑҫан та — вӑрман этемӗн тӗп килӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Хӑть ООНа ҫитӗр, пурпӗр мӑшкӑллаттармастӑп ҫутҫанталӑкран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурпӗр савӑнма пӗлмеҫҫӗ ҫирӗммӗш ӗмӗр ачисем:

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӳртри мӗнпур хӑнкӑлакассисене — пӗрене ҫурӑкӗсене — «Карболатпа» сӗрсе тухнӑ, пӳрте шал енчен шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ула-чӑла кӗрӗк тӑхӑнса янӑ евӗр курӑннӑ кӑмакана шуратнӑ, урайне ҫӗнӗрен сӑрланӑ, унччен хӑмпӑ пек тӗссӗр курӑннӑ чӳречесене ҫуса тасатнӑ — пурпӗр тем ҫитмест ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Йӑла-йӗркене пӑхӑнмасӑр, туй-ҫуй тумасӑр арӑм пулнӑ ҫынна теттепе, хӑйне ачапа танлаштарни айванла пулнине ӑнланать-ха, пурпӗр темле ачалла савӑнӑҫ хыттӑн пӑчӑртать ӑна пур енчен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑхӑчӗ ҫитсен, хӑйсемех сивӗтӗҫ-ха, — тикӗт евӗр йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫӳҫне Мерчен Ваҫлейӗ икӗ аллипе те шӑлкаласа якатать; арпашӑннӑ вӑрӑм та шултра ҫӳҫ пурпӗр якалмасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурпӗр вӗренмелли, пӗлмелли, тӗшмӗртмелли, тавҫӑрмалли, ӑнкартмалли нумай тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуху пӗтсен: «Тавай, Михаил Михайлович, — теҫҫӗ мана хӑш-пӗрисем, — ку премие ҫӑвар санне. Пирӗнтен пурпӗр илесси пулас ҫук ӑна, мӗншӗн тесен ӗҫлесе укҫа-тенкӗ пухассипе нормӑна час-часах тултараймастпӑр. Эсӗ, ав, маттур. Пассажирсемпе пӗр чӗлхе тупма маҫтӑр ҫав эсӗ».

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Аслисем те, ӑслисем те пулччӑр — тӗрӗс мар, тӗрӗс мар ку пурпӗр!

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сад-пахча тавра йӗплӗ пӑралук карса тухнӑ, пурпӗр темле студентсем, сад ҫывӑхӗнчи стройкӑра ӗҫлекенсем, чип-чиперех шӑвӑна-шӑвӑна кӗретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сирӗнпе ҫарта апли-капли пулмалла мар-ха та, пурпӗр аса килет ҫав пӑрнӑҫ кун.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех