Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем, медик-волонтерсем, «кӗмӗл ҫулти» доброволецсем, ырӑ тӑваслӑх ӗҫӗ-хӗлӗн экологи, социаллӑ пурнӑҫ, шырав, пулӑм тата ытти ҫул-йӗрне хутшӑнакансем экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ гуманитари тӗллевӗсене пурнӑҫлас, Чӑваш Республикинчи обществӑлла хутшӑнусене ҫураҫуллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Олег Николаев Доброволец кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/05/gla ... et-s-dnyom
Паян Раҫҫей наци проекчӗсен шайӗнче ҫӗршыври халӑх пурнӑҫӗн пӗтӗм сферине цифрӑлас ӗҫе хастарлӑн пурнӑҫлать, ҫавнашкал проектсене экономикӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, культурӑра, социаллӑ сферӑра пурнӑҫлас енӗпе Чӑваш Ен каллех ҫӗршыври чи лайӑх вунӑ регион шутӗнче.
Олег Николаев www.cap.ru 25 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/16/gla ... et-s-25-le
Парти ӑна хӑйӗн ҫулпуҫне пытарса усрама хушсан, ҫак ӗҫе вӑл кӑмӑл туртмасӑр мар, ӑна пӗр сӑмахсӑр пурнӑҫлас шутпа йышӑнчӗ; тӳрех Ленина ӑҫта вырнаҫтарасси, мӗн ҫитересси, мӗн сарса парасси ҫинчен шухӑшларӗ; карта ҫумӗнче, урампа юнашар вырнаҫнӑ сарайӑн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен, кӳршӗсен политикӑлла шухӑш-туйӑмӗпе ытти пирки те нумай тӗрӗссине асӑрхаттарчӗ, — кӗскен каласан, вӑл, 1905 ҫулхи революци вӑхӑтӗнче хӗҫпӑшал тата саккунпа чарнӑ тӗрлӗ литература пытарса усранӑ, тем тӗрлӗ ухтарусене, упӑшкине арестленисене пӗрре мар курса пӑхнӑ большевичка, хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур хуйха-суйха чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерме хатӗр боевикӑн арӑмӗ, хӑнӑхса ҫитнӗ ӗҫсене йӑлтах тӗплӗ турӗ.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл чӑнласах сӑмахларӗ, хӑй ӗмӗтне пурнӑҫлас тесе, вӑл пур вӑйран тӑрӑшасси палӑрчӗ.Он говорил серьёзно, и было видно, что он приложит все усилия, чтобы осуществить своё желание.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Ҫак ӗҫсене мӗншӗн пӗрле пурнӑҫлас мар?!
Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/
Сире тӑрӑшуллӑ службӑшӑн, ӗҫе парӑннӑшӑн, ҫирӗплӗхӗршӗн, умри тӗллевсене пурнӑҫлас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп!Благодарю вас за ваше служение, верность делу, стойкость и упорство в достижении целей!
Олег Николаев Раҫҫей таможенникӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/25/glav ... et-s-dnyom
Хӗр-партизанкӑн юлашки ыйтӑвне пурнӑҫлас тесе, унӑн юлташӗсем каллех Острая Лука ялне таврӑнчӗҫ.Выполняя последнее желание девушки-партизанки, ее товарищи вернулись в село Острая Лука.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пурнӑҫлас пулать!
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Сирӗн профессири пысӑк ӑсталӑхӑр Чӑваш Ен халӑхӗн финанс пӗлӗвне ӳстерес енӗпе Раҫҫейри пилотлӑ проекта пурнӑҫлас ӗҫре те кирлӗ пуласси пирки иккӗленместӗп.
Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/08/glava- ... aet-s-dnem
Христос пиллӗхне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тетӗн?..
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑнӑҫу тени — ун пек ҫынсен ӗҫченлӗхрен мар, талантран та мар, часрах урӑх сӑлтавран килме пултарать: вӗсем, Игнат пек ҫынсем, ӑшчикре иксӗлми вӑй-хал капланса тӑнипе, хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫлас ҫул ҫинче мӗнле меслет суйласа илесси ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те, ун пек тума пӗлмеҫҫӗ те вӗсем, — вӗсемшӗн пулсан, хӑйсен кӑмӑлӗ мӗскер хапсӑнать — ҫавӑнтан ытла закон та, йӗрке те ҫук.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Приказа ялан хӑй вӑхӑтӗнче пурнӑҫлас пулать, халӗ вара пӗр самант вӑхӑта та ҫухатма юрамасть.Приказ всегда выполняется немедленно, а сейчас тем более нельзя медлить.
28. Конев колхозник самолечӗпе чӑнласах та паттӑрӑн ҫапӑҫатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫӗр ҫинчен калакан сӑмахсем пире пулӑшаҫҫӗ, боевой задание пурнӑҫлас ӗҫре вӗсем час-часах паллӑ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.Слово с земли поддерживало нас и нередко играло решающую роль в выполнении боевого задания.
25. Ҫӗр ҫинчен калакан сӑмахсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Курсантсене вӑл устав тӑрӑх тӗрӗс пурӑнма вӗрентет, ҫар пурнӑҫне пур ӗҫре те — командир хушнине пӗр турткаланса тӑмасӑр пурнӑҫлас, атӑсене лайӑх тасатас, чӗн пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхас, ҫухавине тӗрӗс ҫӗлесе лартас енӗпе те — юратма вӗрентет.
2. Ҫар ҫыннисем пултӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сталин юлташӑн генилле шухӑшне пурнӑҫлас ӗҫре эпир, Украина партизанӗсем те, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑратпӑр иккен.В выполнении гениального замысла Сталина и мы, украинские партизаны, должны будем сыграть свою роль.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Малтан пӗлме пултарайман телей ун тӗллевне пурнӑҫлас ӗҫе чылаях ҫӑмӑллатрӗ.Непредвиденное обстоятельство значительно упростило трудную задачу.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларк хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тӗлӗшпе Василь Гойдӑпа усӑ курасшӑн, ҫак ӗҫе тума, паллах, питӗ йывӑр, анчах Кларк халиччен тунӑ ӗҫсем кунтан ҫӑмӑлрах пулнӑ-ши вара?
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларкӑн пысӑк планне пурнӑҫлас ӗҫре Ярослав Граб питех те, питех те пӗчӗк вырӑн йышӑнса тӑрать.В больших планах Кларка Ярославу Грабу была отведена весьма и весьма скромная роль.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Килхушшине вӗсем пӗртте приказа пурнӑҫлас шутпа тухмарӗҫ.Они выходили во двор вовсе не из готовности исполнить приказание.
3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Десантлӑ батальонӑн командирӗ, — терӗ вӑл куҫӗсемпе Балабан ҫине кӑтартса, — мана сире тума хушнӑ операцие пурнӑҫлас тӗлӗшпе сирӗн хӑвӑрӑн уйрӑм шухӑшсем пур тесе пӗлтерчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.