Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫланӑ (тĕпĕ: пурнӑҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Строительствӑпа монтаж тата юсав ӗҫӗсене те пурнӑҫланӑ, ку чухне 18 миллион та 641 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

2022 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе Лариса Головина (ӗне сӑвакан оператор), Алевтина Перцева (пӑру пӑхакан оператор), Владислав Изратов (тракторист), Вячеслав Капламов (комбайнер), Юрий Сусметов (водитель), Борис Кузьмин (ӗне сӑвакан оборудование ӗҫлеттерекен) «Професси енӗпе чи лайӑххи» ята тивӗҫрӗҫ, Надежда Трифонова (выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан), Альбина Сусметова, Людмила Соловьева (тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑнса ӗҫлекенсем), Валерий Пыркин (механик-диспетчер) кооперативри Хисеп хӑми, Людмила Перцева (1-мӗш бригада), Алексей Васильев (2-мӗш бригада), Анатолий Романов, Ирина Павлова, Леонид Головин (3-мӗш бригада) ячӗсем бригадӑри Хисеп хӑми ҫине ҫырӑнчӗҫ, Анатолий Мижеров, Леонид Головин, Владимир Васильев, Сергей Абрамов механизаторсене ҫуркуннехи уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫӗрте тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ, Лидия Капламовӑпа Алевтина Марковӑна, Сергей Смирновпа Станислав Соловьева тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ятпа саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Ку ордена вӑл гражданла тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх тата хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе тивӗҫнӗ.

Который присвоен ему Указом Президента Российской Федерации за мужество, отвагу и самоотверженность, проявленные при исполнении гражданского долга.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче разведкӑн уйрӑм бригадин оперативлӑ ушкӑнӗ йышӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен колоннин пурлӑх тата тыл тивӗҫтерӗвӗн задачисене пурнӑҫланӑ.

24 февраля 2022 года в составе оперативной группы отдельной бригады разведки выполнял задачи по организации материального и тылового обеспечения колонны Вооруженных Сил Российской Федерации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Проектсене пурнӑҫланӑ чухне эпир пирӗн продукцие Раҫҫей рынокӗсенче те, чикӗ леш енчи рыноксенче те лайӑх йышӑнччӑр тесе тӑрӑшатпӑр.

Все проекты мы стараемся реализовать так, чтобы наша продукция признавалась как на российском, так и на зарубежных рынках.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Чӑваш Республикинче куҫман пурлӑх объекчӗсене патшалӑх кадастр учетне илессине тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен» Указне пурнӑҫланӑ шайра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен харпӑр хӑй валли тӑвакан ҫурт-йӗр объекчӗсене инвентаризацилес енӗпе кал-кал ӗҫлеме тивет.

В рамках исполнения Указа Главы республики «О мерах по обеспечению государственного кадастрового учета недвижимого имущества в Чувашской Республике» от органов местного самоуправления потребуется слаженная работа по инвентаризации объектов индивидуального жилищного строительства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республика ертӳҫин сӑмахне малалла тӑсса районта культурӑна аталантарассипе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе те паллаштарса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Унччен иртнӗ ҫула пӗтӗмлетсе Патӑрьел муниципалит округӗнче пурнӑҫланӑ хӑш-пӗр ӗҫе кӗскен тишкерер.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Анат Тӑрмӑш шкул территоринчи палӑка сӑн кӗртесси те, унти хӑрӑк йывӑҫсене касса тирпейлесси, садри чӑтлӑха тасатасси тата ытти те пурте пӗрлехи вӑйпа кар тӑрса пурнӑҫланӑ ӗҫсем пулнине палӑртрӗ докладчик, пурне те пысӑк ӗҫшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Килӗшӗве пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Ҫӗньял тата Нӑрваш Шӑхаль территори пайӗсенчи граждансен пухӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗ пирки Иртнӗ эрнере пӗр кунта умлӑ-хыҫлах икӗ территори пайӗнчи ял ҫыннисем вырӑнти влаҫ ҫулталӑк тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫӗсем пирки отчетсем итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

«Ку ҫуртра 190 хваттер. Патшалӑх хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫланӑ. Ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче халӑха патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерме шантарни, пурнӑҫа кӗни паха», - тесе хушса каланӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Хӑйне шанса панӑ тивӗҫе Альбина Ивановна тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ, ӗҫтешӗсене яланах сӗнӳ-канаш пама тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

«Юмах» ятлӑ ачасен паркне тирпей-илем кӗртме проекта пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ.

Его мечту исполнил полномочный представитель Президента РФ в Приволжском федеральном округе Игорь Комаров.

12-ри Володьӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: вӑл юр тасатакан машинӑпа ярӑнса курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33837.html

Вӑрнар каччи Кирилл Андреев тата Санарпуҫӗнчи Антон Федоров унта ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, спорт мастерӗн кандидачӗн нормативӗсене те пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн – велосипед // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10668-c- ... -velosiped

Павел Антонович, асли пулнӑ май, йывӑр ӗҫсене аслӑ ҫын пек пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

«Мураты» хуҫалӑхра ӗҫе 16 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc

Унӑн шӑллӗ те – Николай Николаевич Сорокин, 1966 ҫулта ҫуралнӑскер, 1984–1986 ҫулсенче Афганистан Республикинче интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Ҫанталӑка пула ҫураки вӑрӑма тӑсӑлчӗ пулин те аграрисем ӗҫ тӗллевӗсене пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех