Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пур сăмах пирĕн базăра пур.
пур (тĕпĕ: пур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур пуль-ха Ваҫукӑн та амӑшӗ таҫта, тен, ашшӗ те пурах.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хуҫалӑхра пӑру тытмалли витене ҫӗнетсе юсанӑ, унта 300 пуҫ пӑру тытма май пур, вӗсене кӑкармасӑр, хулӑм айсарӑм усрама май пур.

В хозяйстве проведена реконструкция телятника на 300 голов, на беспривязном содержании, на глубокой подстилке.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Паллӑ суту-илӳ ҫулӗсемпе каялла кайма май пулман — вӗсене пурне те йӑлтах португалсем (вӗсене конкурентсен пур карапӗсене те путарма хушнӑ пулнӑ) тытса тӑнӑ, ҫавна май ҫулҫӳрев питӗ кӑткӑс пулнӑ.

Сложность путешествия была в том, что следовать проверенными торговыми путями было нельзя ввиду их полного контроля португальцами, которым был дан указ топить любые суда стран конкурентов в этих водах.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Эридӑн пурӗ те пӗр уҫлӑхташ ҫеҫ пур:

У Эриды известен всего один спутник:

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Паянхи куна илсен музейре ялан курма май пур коллекцисенче икӗ миллион ытла ӳнер ӗҫӗ пур.

Сегодня в постоянной коллекции находится более двух миллионов произведений искусства.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Мачча плити ҫийӗнче тата тепӗр купол тата 21 м × 21 м × 30 м шалти виҫеллӗ пур енчен те уҫӑ икӗ ҫавракӑш пур.

Над потолочной плитой находится еще один купол и две открытые со всех сторон окружности с внутренними размерами 21 м × 21 м × 30 м в высоту.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Унччен Симӗс зал е алӑстисен залӗ пулнӑ мозайкӑллӑ залра алӑстисен триумфлӑ уттине кӑтартакан мозайкӑллӑ ӳкерчӗк пур — модерн стилӗпе хура мраморпа витнӗ триптих, ун айӗнче ҫапла ҫырни пур: Handwerk hat goldenen Boden (пӗлтерӗшӗ: Ал ӑсталӑхне пӗлекен нихӑҫан та ҫухалса каймӗ), аялта сулахай енче — Юлиус Диес проекчӗпе хатӗрленӗ Рауэкер ӑсталӑх лаҫҫин палли.

В мозаичном зале, бывшем зеленом зале или зале ремесленников, находится мозаичное изображение- триптих триумфального шествия ремесленников в стиле модерн в облицовке черным мрамором, под этим посередине надпись: Handwerk hat goldenen Boden (смысл: Владеющий ремеслом никогда не пропадёт), внизу слева знак мастерской Рауэкера по проекту Юлиуса Диеса.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Рейссене кӗтекен пассажирсен залӗсенче хӑтлӑ сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ, пур ҫӗрте те хӑтлӑ кафетерисем, буфетсем, пошлинӑсӑр суту-илӳ тӑвакан лавккасем, хӑтлӑ cip-зал пур.

Залы для ожидающих рейсы пассажиров оборудованы удобной мебелью, повсюду — уютные кафетерии, буфеты, магазины беспошлинной торговли, комфортный cip-зал.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Анчах эпир кӑмӑлсӑр ҫынсем мар, пирӗн пӗрле ӳснӗ, пӗрле пурӑннӑ, ӗҫленӗ тус-тантӑшсем, ырӑ юлташсем пур, ял-йыш, хула-йыш пур; вӗсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан, пӗр ҫӗре пухӑнсан — пире ырӑ сӑмахпа асӑнӗҫ, тетӗн…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тиллин сӑнӗ те, ӑсӗ те пур, чи кирли — унӑн тӳсӗмлӗх пур, тӳсӗмлӗхе пула вӑл «вилме маннӑ» ватӑ ҫулне ҫитиччен пурӑнать, ҫапах та чӑваш ятне ҫӗртмест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак ӗҫре тата ун евӗрлӗ ӗҫре Сире пур тӗслӗ тата пур майлӑ пулӑшу пама пулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ял ҫывӑхӗнче Куеда ландшафт заказникӗ (1993 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пур, ытларах енӗпе унта хурӑнпа ӑвӑс ӳсеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем хушшинче ҫӑка, кӑштӑркка хурама, шӗвӗр ҫулҫӑллӑ вӗрене тата ытти ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫавӑн пекех лӑсӑллӑ хыр тата чӑрӑш вӑрманӗсем пур.

Близ села находится Куединский ландшафтный заказник (образован 18 февраля 1993 года), представленный преимущественно берёзово-осиновыми породами с участием липы, вяза шершавого, клёна остролистого и других широколиственных культур, а также хвойными сосновыми и еловыми лесами.

Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F

Садра 5500 яхӑн тӑпра витекен ӳсентӑран пур, сӑмахран лотоссем, лантансем тата аизо йышшисем, ҫавӑн пекех техӗмлӗ шӑршлӑ, ҫав шутра розмаринпа лаванда та, ҫӗре яхӑн ӳсентӑран пур.

В саду насчитывается около 5500 почвопокровных растений, таких как лотосы, лантаны и аизовые, а также приблизительно сотня ароматических растений, включая розмарин и лаванду.

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Пур пӗрех, пур пӗрех… — витлесе илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пур ун пек юрӑ, Елина аппа, пур!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пур, пур, Ҫтаппан пичче!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗн те, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, пӑртак пуҫтарнӑ укҫа пур, теприсен те пур пуль — кам мӗн чухлӗ пама пултарать…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫын умӗнче: «Манӑн ку пур та ҫакӑ пур», — тесе мухтанать, анчах ун патне хӑна-мӗн кӗнине кураймӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

…Виталий мӗн пур вӗренӳ ҫулӗсенче пур предметпа чи лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ тата пулас профессине хӑнӑхмалли практикӑлла занятисенче те пултаруллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ывӑлӗ ашшӗ пур чухне кил-ҫуртри ӗҫе хутшӑнсах каймастчӗ те, мӗн пур йывӑрлӑх хӑй ҫине тиенет пуль тенӗччӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех