Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӗччӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Володя та вӑтаннӑ пулсан, Аня ҫавӑнтах тухса тарнӑ пулӗччӗ пӳртрен!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унӑн халлӗхе ҫакна ҫеҫ ӑнланмалла: юрамасть, юрамасть, уншӑн, Зиминцевшӑн юрамасть, урӑх никамшӑн та мар, кунсӑр пуҫне ҫакӑн пек туни Зиминцевшӑн усӑллӑ пулсан, урӑххисемшӗн никамшӑн та сиенлӗ мар, ыттисемшӗн сиенлӗ пулсан Зиминцев ҫапла туман та пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Паллах, ҫавӑн чухне эпӗ, ҫур сехет пек пӗр вырӑнта аптраса тӑнисӗр пуҫне, тата, ҫавӑн пекех аптраса, Аня пурӑнакан ҫурт патӗнчен утса кайнисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те тума пултарайман, мӗншӗн тесен Аня пурпӗрех мана хӑй патне кӗртмен пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑнпа та тӑван чӗлхе ыйтӑвне пирӗн кӳршӗсем ҫапла лартаҫҫӗ, пирӗн те ҫавнашкалах лартас пулать тени тӗрӗс мар пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тӑван ҫырулӑхсӑр ҫак чӗлхепе калаҫакан халӑхсене, ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхрен хӑпса, ку чухнехи шая ҫитиччен ӳсме май пулман та пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхи законӗсем ҫине вырӑс чӗлхе законӗсене шута илсе пӑхни, ҫав законсен картне лартма тӑрӑшни грамматика ҫырмалла выляни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тен, ӑна тепӗр пурнӑҫ халалланӑ пулсан, вӑл ӑна та пӗтӗмӗшпех искусствӑна панӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӑна ирӗксӗрлесех «хутӑш театр» патнелле сӗтӗрни айванла хӑтланни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Фашистсем пирӗн ҫӗршыва хурахла килсе сӗкӗнмен пулсан, ҫак ҫӳлте илсе кӑтартнӑ калав авторӗ сумлӑ писатель пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Мана хамӑн тӑвансем Сухати пирки каласа паман пулсан, унпа ҫыхӑннӑ топонимсене уҫса паман пулсан, Сухати маншӑн темле ӑнсӑртран илнӗ е шутласа кӑларнӑ ят пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Макаҫ вырӑнне шутласа кӑларнӑ пӗр-пӗр Пилешкассипе те усӑ курма пулӗччӗ пулӗ (ҫыравҫӑсем ҫапла тӑваҫҫӗ те), анчах Николай Васильевич чӑннисемпе усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Пурнӑҫра вара ҫавнашкал инкек сиксе тухман та пулӗччӗ тен…»

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӗлхеллӗ пулас тӑк вӑл чӑрсӑрланса пуҫтахланакан Караҫӑмпа Сантӑра хаяр сӑмахсемпех вӑрҫнӑ пулӗччӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен куҫҫуль витӗрех ӑнлантарнӑ пулӗччӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Залра пулсан Елюкпа юнашарах пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Шӑпчӑккассинчи клуб пуҫлӑхне пултаруллӑрах, хастарлӑрах ҫынна лартасчӗ — хамӑра ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Клубра вӑл манран та лайӑхрах ӗҫленӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫӗпӗртен эс пуҫӗпех кунта куҫса килсен тата аванрах пулнӑ пулӗччӗ, ун чухне эпир иксӗмӗр час-часах тӗл пулнӑ пулӑттӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Иртнӗ вӑхӑтри писательсен пултарулӑхӗ ҫине ҫавӑн пек нигилистла пӑхакансене Исаев хӑй тахҫанах ҫакӑн пек ответ панӑ пулӗччӗ:

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӑнах та, ҫыннӑн ури вырӑнне алӑ, куҫӗ вырӑнне хӑлха, хӑлхи вырӑнне сӑмса лартсан, этемӗн кӗлетки пӑсӑлса каять; ун пек ҫынна урама кӑларса ярсан, ӑна курма ҫӗршер кара ҫӑвар пухӑннӑ пулӗччӗ

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ачисемшӗн ку йывӑр паллах, анчах ҫӳлерехри вариант тата та йывӑртарах пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех