Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшас (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑра информаци технологийӗсем тата ҫыхӑну отраслӗ мӗнле аталаннине объективлӑ тата пахалӑхлӑ ҫутатса пама пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Цифрӑллӑ Чӑваш Ен конкурс // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%86%d0%b ... %80%d1%81/

Пулӑшас вырӑнне пушӑлла янккаса ҫӳрет, услап.

Вместо того, чтобы отцу помогать, шляется где-то.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Леш хӑй те ку колхозсене кӑшт та пулин пулӑшас тесе кунӗн-ҫӗрӗн чупать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун пек пулсан, эртеле пулӑшас пулать, чӑнах та усӑллӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫынсем калаҫнӑран ҫак кун Сехре ҫинчен сӑмах нумай вакларӗ, ыттисемпе пӗрле ӑна вӑрҫрӗ, питлерӗ, ҫапах та пулӑшас шанчӑкне ҫухатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑйхалӑмӑр ҫитнӗ таран фронта пулӑшас тесе ҫӗрне-кунне шутламасӑр ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мобилизаципе кайнӑ ҫынсене пулӑшас тесе ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алса-чӑлха пуҫтарчӗҫ, укҫа та пачӗҫ // Г.Уральская. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%b0%d0%b ... 0%d1%87ec/

Пысӑк компанисемпе бизнес та ҫар ҫыннисене пулӑшас енӗпе курӑмлӑ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Ҫар ҫыннисене хӑйсен ирӗкӗпе пулӑшас текен уйрӑм ҫынсемпе организацисем чылай.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Пирӗн районти ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ентешсене пулӑшас тата хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗрен акци йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Ӑна кунтан часрах тухса кайма пулӑшас пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр-пӗрне пулӑшас йӑла пирӗн районта яланах вӑйлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Эпир малашне те шкулсем тӑвас тата вӗсене ҫӗнетес, вӗрентӳ тытӑмне аталантарас, ӗҫре палӑрнисене пулӑшас тата педагог сумне ӳстерес тӗлӗшпе нумай ӗҫ тӑвӑпӑр.

Мы и впредь будем уделять пристальное внимание строительству и модернизации школ, совершенствованию региональной системы образования и механизмов поддержки за особые достижения в вашей деятельности, укреплению престижа профессии педагога.

Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/05/ole ... -uchitelya

Ҫук вӗт, чӑвашла хаҫатсене пулӑшас кӑмӑл ҫӳлтисен пачах та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Туссем пулӑшас тесен ан хирӗҫлӗр, анчах вӗсене пуҫӗпех ан шанӑр.

Не отвергайте помощи друзей, но не рассчитывайте на них.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пулӑшас килсен те сӑмах ан парӑр – пурнӑҫламасан та пултаратӑр.

Постарайтесь не давать обещаний, если их трудно будет выполнить, даже если очень захочется помочь.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн ытти ҫынсене пулӑшас шанчӑк пулӗ.

У вас будет шанс помочь окружающим людям.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑвансем сире пулӑшас тесе темӗн те тӑвӗҫ.

Ваши близкие приложат все силы, чтобы вас поддержать.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Кӑмӑллатӑн-и эс вӑл ӗҫе, кӑмӑлламастӑн-и, пулӑшас тетӗн-и пире, пулӑшас теместӗн-и, Хусана хамӑр алӑран вӗҫертместпӗрех!

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ сана пулӑшас тесе килтӗм, кам пӗлнӗ ҫакӑн пек пулассине…

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех