Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та — ӑшаланӑ икӗ чӑхпа кӑлпассине рехетленсех ҫинӗ пулӑттӑм халӗ.

Но я бы охотно съел сейчас пару жареных куриц и колбасу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

— Битт-Бой… эпӗ ӑна манпа пӗрле пыма ӳкӗтленӗ пулӑттӑм, — терӗ Эстамп.

— Битт-Бой… я упросил бы его к себе, — заметил Эстамп.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Аллен ҫуртне эпӗ тӗнчери кирек хӑш япалашӑн та таврӑнман пулӑттӑм.

Ни за что на свете не вернулся бы я туда, в дом Аллена.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вӑл пулман пулсан, эпӗ киле ҫитеймен пулӑттӑм.

Не будь его, я бы не добрался до дому!

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

«Капла пулса тухасса пӗлнӗ пулсан сана вӑйпах хам патра хӑварнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑншӑнах вилмеллеччӗ-ши вара?» — шухӑшларӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Маларах курнӑ пулсан тухнӑ та пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Упӑшка укҫа нумай килсе парсан эп ун хӑтланкаларӑшӗсем ҫине куҫ хупнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юратнӑ ҫын кӳрентерсен те эпӗ ӑна каҫарнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ун чухне эпӗ ҫапла тӳлевсӗр отпуск илсе чупман пулӑттӑм ку ӗҫшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Ун чухне тӗрӗссине пӗлнӗ пулсан Тоньӑна кӑларса янӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Эпӗ хам хӑюллӑнрах та чӑрсӑртараххӑн ӗҫленӗ пулӑттӑм

Я бы действовал и смелее и грубее…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӗлӗк пулнӑ пулсан, эпӗ кулса янӑ пулӑттӑм, анчах халӗ…

Раньше я бы засмеялся, но теперь…

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Алӑри йывӑр япалапа эсӗ хаваслансах патронсене маар, Илюхӑна персе янӑ пулӑттӑм, ачах ним тума ҫук — вӑйӑ вӑйах вӑл.

С радостью запустил бы я свинчаткой в Илюху, но ничего не поделаешь: игра есть игра.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫак кӗнекене хама кӑштах та пулин илсе ҫӳреме ирӗк парас пулсан, эпӗ пур патронсене те панӑ пулӑттӑм, чи ҫӳлӗ завод труби тӑрне хӑпарса кайнӑ пулӑттӑм пулӗ ҫав.

Кажется, все свои патроны отдал бы я, лишь бы выдали и мне такую книжечку, влез бы наверх на трубу завода!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мана пин тенкӗ пана пулсан та эп ӑна илмен пулӑттӑм.

Если бы мне давали тысячу рублей, я и то не взял бы.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сӑмах май каласан, эпӗ ҫакӑн ҫинчен шутлама пултарнӑ пулсан, хамӑн вӑл вӑхӑтри положение шута илсе, хам ҫитсе курнӑ ҫӗршывсем пирки ӑслӑрах тунӑ пулӑттӑм, ҫав ҫӗршывсене май киличчен формальнӑй йӗркепе туртса илмен пулӑттӑм.

Впрочем, если бы я и подумал об этом, то, принимая во внимание мое тогдашнее положение, я, пожалуй, поступил бы благоразумно, отложив осуществление этой формальности до более благоприятного случая.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ министр пулнӑ пулсан, вӗсем ҫине нихҫан та тапӑнма хушман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен ҫар искусствине ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем тӑнлӑскерсем, асӑрханса ӗҫлеҫҫӗ, ялан пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӑван ҫӗршывне нимрен ытла хисеплесе юратаҫҫӗ.

Однако, будь я министром, я никогда не посоветовал бы нападать на них. Их благоразумие, единодушие, бесстрашие и любовь к отечеству с избытком возместили бы все их невежество в военном искусстве.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тен, ытти ҫулҫӳревҫӗсем пек, эпӗ те сана тӗлӗнмелле те пулма пултарайман ӗҫсем ҫинчен ҫырса кӑтартнипе тӗлӗнтернӗ пулӑттӑм, анчах эпӗ чӑн пулнӑ ӗҫсем ҫинчен кӑна ҫырса кӑтартас терӗм.

Может быть, подобно другим путешественникам, я мог бы удивить тебя странными и невероятными рассказами, но я предпочел излагать самым простым слогом только одни факты.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Аран тухакан сассӑмпа ӑна эпӗ хам вилнӗ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм тесе пӗлтертӗм.

Я отвечал еле слышным голосом, что смерть была бы для меня счастьем.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илме хушас пулсан, эпӗ Европӑри аслӑ та ӑслӑ парламентри хисеплӗ вырӑнта тӑракан ораторсене мар, яланах ҫак ӑслӑ-пуҫлӑ чӗрчунсен калаҫӑвне лӑпкӑн итлесе ларнӑ пулӑттӑм.

Если бы мне пришлось выбирать, я всегда предпочел бы быть скромным слушателем этих мудрецов, чем влиятельным оратором величайшего и мудрейшего парламента Европы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех