Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑмсен (тĕпĕ: пулӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ хыпарсен сумлӑ ҫӑл куҫӗ, чӑннипе вара республикӑн информаци агенстви пулса тӑнӑ май, вӑл ҫӗнӗ Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи паллӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен ҫыруҫи ӗҫне те хӑех туса пырать.

Став авторитетным новостным «хабом», фактически - информационным агентством нашей республики, он стал и летописцем ярких страниц истории новой Чувашии.

Олег Николаев www.cap.ru 25 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/16/gla ... et-s-25-le

25 ҫул каялла Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн сайтне туса хуни шӑпах ҫавӑн пек пулӑмсен шутне кӗрет, сайтран часах портал йӗркеленчӗ, республикӑри ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата муниципаллӑ влаҫӑн пӗтӗм органне, ҫавӑн пекех федераци влаҫӗн мӗн пур органӗн сайчӗсене кӗме май паракан тытӑм пулса тӑчӗ.

Таким событием 25 лет назад стало создание сайта Администрации Президента Чувашской Республики, который быстро превратился в портал, в «единую точку входа» на все органы исполнительной и законодательной, муниципальной власти нашей республики, а также и на сайты всех федеральных органов власти.

Олег Николаев www.cap.ru 25 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/16/gla ... et-s-25-le

Чӑваш Ене «япӑх» витӗм кӳнӗ пулӑмсен хушшине чӑваш чӗлхине пулӑшас тӗллевпе пуҫарнӑ сроксӑр акци те кӗнӗ.

Внимание чувашской общественности привлек тот факт, что ФПП упомянул среди событий, якобы негативно повлиявших на ситуацию в Чувашии, бессрочную акцию в поддержку чувашского языка.

Чӑваш чӗлхине пулӑшма пуҫарнӑ акцие экспертсем «япӑх пулӑм» тесе хакланӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен йышӗнче — Куславкка районӗнче хӳтӗлев чиккин паттӑрӗсен ячӗпе палӑк лартасси.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30

Чӑнах та, мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхамасӑр юлас мар тесен, пурнӑҫра ахаль ҫеҫ сӑнаса пыни, фактсем ҫеҫ пуҫтарни ҫителӗксӗр — чӑнлӑх тӗшшине хӑш чухне ним йӗркесӗр фактсен купинчен шӗкӗлчесе кӑларма тивнӗ, ҫавӑнпа пӗрмаях улшӑнса тӑракан опыта куллен-кун сӑнаса пыма, хӑйсене час-часах сасартӑк палӑртакан пулӑмсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшлама лекнӗ.

Правда, для того, чтобы не пропустить что-то новое, в жизни недостаточно просто наблюдать, недостаточно просто собирать факты — иногда приходится извлекать истину из кучки беспорядочных фактов, поэтому приходится ежедневно следить за постоянно меняющимся опытом и думать о значениях тех событий, которые часто возникали очень даже внезапно.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапла вара, Ромашов, шанчӑклах маррӑн, ытла хулленнӗн, анчах тарӑнраххӑн та тарӑнраххӑн шухӑшла-шухӑшла, пурнӑҫри пулӑмсен ӑшне шалтан-шала кӗрсе пычӗ.

Таким образом, Ромашов неуверенно, чрезвычайно медленно, но все глубже и глубже вдумывался в жизненные явления.

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Шупашкар хулин варринче нумай профильлӗ поликлиника тума тытӑнни те пӗлтерӗшлӗ пулӑмсен шутӗнче.

Значимым событием стало начало строительства многопрофильной поликлиники в центре города Чебоксары.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Апла пулин те ҫуллахи вӑхӑтра синкерлӗ ҫакнашкал пулӑмсен шучӗ чылай ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Архивра пурнӑҫӑн, пулӑмсен историйӗ упранать. Пирӗн тӗллев - халӑхӑн пуян историне упраса хӑварасси. Планпа килӗшӳллӗн ӗҫ докуменчӗсене пӑхса тӑратпӑр. Ҫынсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтересси те тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва патриотизмла воспитани парасси ҫине те тимлӗх уйӑратпӑр», - ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ архив ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех