Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултараймастӑн (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ирӗксӗр выляттарма пултараймастӑн, — татса хучӗ Илюха.

— Не имеешь права заставлять, — отрезал Илюха.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ вӑйлӑ хаклашатӑп, эс ун пек пултараймастӑн.

Я здорово торгуюсь, ты так не сможешь.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эсӗ мана хушма пултараймастӑн, анчах пулӑшма юрать.

Обязать ты меня не можешь, а помочь можно, конечно.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Укҫа илнӗ хыҫҫӑн эсӗ кӑтартмасӑр тӑма пултараймастӑн».

Уж когда деньги получил, то ты не вправе теперь отказать.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӑл чупнӑ майӑн пӗр чарӑнмасӑр, эпӗ ответлессине кӗтмесӗрех павраса пырать, эпӗ ӑна ответлеме те пултараймастӑн.

Он болтал на бегу без умолку, не дожидаясь ответа, да я и не мог отвечать.

XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫук, эсӗ вӗсемпе пӗр шухӑшра тӑма пултараймастӑн.

Нет, ты не можешь быть с ними заодно.

XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Евчӗ пулма пултараймастӑн пулсан, тытӑнмалла та марччӗ».

Не умеешь сватать, не берись!»

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Уншӑн тӗртсе илме пултараймастӑн эсӗ мана.

И не тебе меня укорять в этом.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ мана хӑвалама пултараймастӑн.

— И ты не смеешь гнать меня!

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ унпа нихҫан та килӗштерсе пурӑнма пултараймастӑн.

— У тебя с ней никогда не может быть ладу.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ манӑн сӑмахсене хирӗҫ тӑма пултараймастӑн.

И ты не смеешь ослушаться моего повеления.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ вӗт ниме те пултараймастӑн, вӗренмен те…

Ведь ты ни к чему не способен, безграмотен…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Саша, хулпуҫҫийӗсем ҫине сарлака шупка капот уртса янӑ та, пӳлӗм варринче тӑрса, хӑйӗн урисен вӗҫӗнче выртакан ҫынна: — Ман чун ҫинчен калаҫма пултараймастӑн эсӗ… — тенӗ пусӑрӑнчӑк сасӑпа.

Саша накинула на плечи широкий розовый капот и, стоя среди комнаты, сказала низким, глухим голосом человеку, лежавшему у ног ее: — О душе моей ты не смеешь говорить…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эсӗ, путсӗрскер, ху пултараймастӑн та, пирӗн ҫине тапӑнатӑн.

— Твоя не берет, так ты, подлец, командовать над нами вздумал.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ каласа кӑтартма пултараймастӑн пулсан, саншӑн Бай Юй-шань калатӑр, — сӗнчӗ Го Цюань-хай.

— Если ты не сможешь, пусть Бай Юй-шань за тебя расскажет, — предложил Го Цюань-хай.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ырӑ ҫын ҫавсен хушшине лексен, таса панулми ҫӗрӗккисен хушшинче мӗнле пӑсӑлать — ҫавӑн пекех пӑсӑлма пултарать… ытла та ҫамрӑк-ха эс, акӑ мӗн, — ман сӑмахсене ӑнланма пултараймастӑн

И хороший человек среди них — как свежее яблоко среди гнилых — испортиться может… мал ты, вот что, — не можешь ты понимать моих слов…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах ҫапӑҫакан юлташусене куратӑн та, ҫапӑҫма вӑй-хал килсе кӗрет: юлташусем ҫапӑҫнӑ чухне вӗсене пӑрахса кайма пултараймастӑн.

Но взглянешь на товарищей, ведущих бой, и держишься: уходить с поля боя, когда друзья ещё дерутся, немыслимо.

24. Истребитель мӗнле ҫапӑҫать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Эсӗ халӗ вӑйран ӳкнӗ те малашне хирӗҫ тӑма пултараймастӑн, ҫавӑнпа мир ыйтатӑн.

— Ты уже обессилен, не способен дальше сопротивляться, ты просишь мира.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ, телейсӗррипе, римлянин пулса ҫуралман, — эсӗ ун пек ҫын пулма тивӗҫлӗ, Спартак, тупа тӑватӑп сана! — ҫавӑнпа эсӗ мана мӗн таран кӳрентернине ӑнланса илме пултараймастӑн.

Ты, к твоему несчастью, рожден не римлянином, хотя ты этого заслуживал бы, Спартак — клянусь тебе! — и не можешь оценить в достаточной степени всю тяжесть обиды, которую ты мне нанес.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ, Эномай, Римран Капуйӑна кайнӑ чухне манпа пултӑн, хамӑрӑн восстани пуҫланнӑранпах мӗнпур хӑрушӑ та савӑнӑҫлӑ ӗҫсенче эсӗ манӑн юлташ пултӑн, ҫавӑнпа эсӗ халь тин каланӑ пек калама пултараймастӑн.

Ты, Эномай, мой товарищ в опасном переходе из Рима в Капую, во всех страшных тревогах и радостных событиях с самого начала нашего восстания, ты не мог бы говорить так, как говорил сейчас.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех