Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнӑшӑн (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулта вӗренекенсем ӑна ӗҫе ӑста тунӑшӑн, тӳрӗ те таса кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, хӑйсене тӑван ашшӗ пек вӗрентсе калаҫнӑшӑн юратаҫҫӗ.

Ученики любили его за мастерство, за честность и за отеческое отношение к ним.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Альӑшӑн та, Борисшӑн та, вӗсем иккӗшӗ каллех тӗл пулнӑшӑн та, тепре тӗл пулма пултарнӑшӑн та, хам телейшӗн савӑннӑ пекех, пӗтӗм чӗререн савӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ялта пурӑнакансем ун ҫинчен яланах ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, тимлӗ те тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Тавтапуҫ, ывӑлӑм, тавах сире, ҫапла ырӑ сисӗмлӗ чунлӑ пулнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сире пултаруллӑ ӗҫӗршӗн, пархатарлӑ ӑнтӑлушӑн тата тӑван Чӑваш Ене чечекленекен, пурӑнма чи лайӑх вырӑн туса хума хатӗр пулнӑшӑн тав тӑватӑп.

Благодарю вас за ваш труд, устремления и за готовность делать родную Чувашию процветающей - лучшим местом для жизни.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Сирӗн малтанхи ачан ятне ҫырма тивӗҫ пулнӑшӑн хама телейлӗ тесе шутлатӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӗрӗссипе, — ҫемҫен чӗнчӗ Михха, — сан аҫупа урлӑ-пирлӗ пулнӑшӑн питех те ӳкӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра Михха килте пулнӑшӑн та ҫилленчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сисӗмлӗ пулнӑшӑн пысӑк тав сире.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, чӑнне каланӑшӑн пӗррелӗхе каҫарӑпӑр сана.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мана нимӗн те кирлӗ мар. Лайӑх хыпӑр пӗлтерме тивӗҫ пулнӑшӑн эпӗ ҫав тери хавас», — тенӗ иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яланах паттӑра юлакан Сабир хальхинче Хивархи айне пулнӑшӑн ҫав тери кӳренчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван ӗмпӳ пире вырӑссем майлӑ пулнӑшӑн виҫ ҫула ясакран хӑтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте вӗсем ашшӗпе тата ҫамрӑк арӑмӗпе Саррие куштан та ӗмӗтсӗр пулнӑшӑн темиҫе хутчен вӑрҫса илчӗҫ, анчах ку сӑмах ҫын ҫине тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ пӳрчӗ шӑтӑк пулнӑшӑн ҫеҫен хир айӑплӑ мар та-ха, мӗн тӑвас тетӗн, тӳсме лекет.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрлехи ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывма тата йӑхташӑмӑрсене, обществӑна, патшалӑха пулӑшма яланах хатӗр пулнӑшӑн республикӑри мӗнпур доброволеца Чӑваш Республикин Правительстви ятӗнчен тав тӑватӑп.

От лица Правительства Чувашской Республики выражаю благодарность всем добровольцам республики за готовность внести вклад в общее дело и прийти на помощь согражданам, обществу, государству.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Манӑн ӗҫ те Катьӑнни пекех пулнӑшӑн эпӗ хӗпӗртерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ хам чӑваш пулнӑшӑн вӑтанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чиркӳ тӑвассине хирӗҫ пулнӑшӑн хӑрушла асапа лекме пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗре лутра пулнӑшӑн питех тиркемеҫҫӗ.

жених сам был небогатый и не посмотрел, что она ростом невелика —

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех