Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун хыҫҫӑн Сафа-Гирейӗн сунара ҫӳреме те, хӑнасемпе йӑпанса ларма та вӑхӑт пулмарӗ: хан вӑрҫа хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата икӗ кунтан Велиме ӑна хӑй кӑларса ярасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшӑнасси пулмарӗ унӑн, ҫапах куҫа хупса тӗлӗрме тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра арпалӑх умне темле ӑнӑҫсӑр йытӑ килсе тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫумӑр айӗнче тӑрса тархасласа ыйтрӗ вӑл карчӑкран, шӑрттан пирки тепре аса илтерчӗ, анчах усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Карчӑк хӑй ҫӗр каҫма кӗртесшӗн пулмарӗ, кил-йыш пысӑкки ҫине печӗ, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пулса тепӗр карчӑк пирки сӑмах хушса хума ӳркенмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухратӑн шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Инкек пулмарӗ пулӗ те сирӗн, атте? — чунтан сехӗрленсе ыйтрӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача пулмарӗ вӗсен, пурнӑҫ ӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна сӑмах тавӑрса калакан пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен те пулмарӗ, ҫул вӑрманалла пӑрӑнса кӗнӗ ҫӗрте тӑватӑ юлан ут курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял халӑхӗ такама кӗтсе сехӗрленсе пурӑнни ахаль пулмарӗ, тата темиҫе кунтан Тукай ялне чӑнах та муллапа ун ҫыннисем килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах кӑмписене куртӑмӑр та, чӑтса тӑма пулмарӗ, Палюк мучипе иксӗмӗр те ахӑлтатсах кулса ятӑмӑр: паҫӑр ман умран татнӑ тунката кӑмписӗр пуҫне ҫиме юрӑхлӑ пӗр кӑмпа та тупайман, йӑлтах шӑна кӑмпи татса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Унччен те пулмарӗ, темрен хӑранипе пӳлӗннӗ Хӗлимун ыткӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Хӗлимун, мӗншӗнне труках тавҫӑрса илеймерӗм, анчах манран уйрӑлса каясшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Унччен те пулмарӗ, Твикка клевер ӑшне вӑшт! чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Унччен те пулмарӗ, Настаҫ кинеми васкаса килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Анчах хальхинче ҫерҫисен кантӑр вӑрри ҫисе савӑнасси пулмарӗ, тахӑшӗ катемпи ҫинче ларакан хурчӑкана курчӗ те чрик! чрик! кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Унччен те пулмарӗ, чим, мӗне пӗлтерет ку?

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Унччен те пулмарӗ, тулта хав! хав! тени илтӗнсе кайрӗ, унтан тахӑш чакакӗ хӑйне пуснӑ пек ҫухӑрашса кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ачасен компас нихӑшӗн те пулмарӗ, компас туянсан, тепӗр кун кайӑпӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех