Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сивве туймаҫҫӗ пулас кунта пуҫтарӑннӑ совет ҫыннисем, хӗрӳллӗн тапаҫҫӗ вӗсен чӗрисем — тӑшмана курайманлӑх ӑшра вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ятарласах Сантӑрккана юмӑҫ пӑхса тӗлӗнтерме килнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Старшинана тухнӑ пирӗн Иван, значӑтцӑ, ӗлӗкхилле фельдфебель пулать, — чӗлӗмне туртса ячӗ мучи, савӑннипе кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам патне кӗрес тенине те манчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрӑ-ташӑра вӑхӑтлӑха кулленхи хуйхӑ-суйхӑ манӑҫать, пулас телей ҫути ҫывхарарах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз председателӗ те пит тӗлӗнсе пӑхать Ҫимун ҫине; малалла мӗн пуласса кӗтет пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир халиччен тӑшман мӑшкӑлӗ пулман, пулас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир, совет ҫыннисем, чура пулас ҫынсем мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ халиччен илтмен сӑмаха тӳрех ӑнланаймарӗ пулас, ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине хӑлхине чиксен ҫеҫ тавҫӑрса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка тин ҫеҫ пырса кӗнӗ пулас — ури айӗнче юр та ирӗлсе пӗтеймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑварӗпе те, хӑлхипе те итлерӗ пулас ҫак кӗтмен хӑрушӑ хыпара Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуян хуҫа пулас тенӗскер, тӑван йӑмӑкне вӗлернӗскер, Ҫимуна курайманскер, халӗ унранах ҫӑлӑнӑҫ кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынни пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ пулас, кутӑн чакрӗ те лумпа кӗреҫерен такӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Откан аппа вырӑнне пӳрте хура сухаллӑ ҫын кӗрсе тӑнине курсан, унӑн чӗри кӑрт турӗ, ури ыратни те иртсе кайрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юпах ҫаплах ӗрӗхме пӑхать, икӗ турта хушшинче пӗр тикӗссӗн юртасшӑн мар, тилхепене йӑваш алӑ тытнине те туять пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫук пулас, сасӑсем илтӗнмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йытӑ йӗрӗ мар, тилӗ те пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиле хирӗҫле пулнипе кашкӑр шӑршине малтанах лаша туйса та илеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сунарҫӑсем вӑрҫа кайса пӗтрӗҫ, ма-ха манӑн та сунарҫӑ пулас мар, Откан аппа?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ унпа тӗл пулнишӗн те пек хӗпӗртерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех