Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лупас айӗнчен пичӗ-куҫӗсене ал тупанӗпе сӑтӑркаласа каччӑ патне Элентейпе Мӑрсук йӑраланса тухрӗҫ, вӗсем хуҫа ҫуккине кура унта ыйха тӑснӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хам та пӑртак систерӗп, Пинеҫ тусӑмпа уншӑнах урлӑ пулас мар.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хулана ӗлӗк вӑрман пулнӑ вырӑнта лартнӑ пулас — урамсенче унта та кунта касмасӑр хӑварнӑ хыр йывӑҫҫисем кӑвак пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем те, ҫыран хӗрринче тӗл пулнӑ хула ҫыннисем те Ахтупайпа Иливан ҫине сивӗ куҫпа ҫеҫ пӑхкаларӗҫ — ку ҫамрӑксем тем тесен те тыткӑна ҫакланнӑ тутар ачисем тесе шутларӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак Элентей кӗрсе калӗ, арӑму апат-ҫимӗҫ ытларах илсе пытӑр, мӗншӗн тесен сан унтан час таврӑнасси пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗлкӗреймерӗм пулас, тухса кайнӑ иккен, — старике пуҫ тайса хисеп турӗ мӑрса..

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Анчах, эп сисетӗп, эсир пире йӑнӑшпа тутарсем вырӑнне хутӑр пулас.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куратӑп: эс ху та ҫар йӗкӗчӗ пулас ҫын, пулӑш ӗнтӗ пире.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра такам кӑшӑрса янӑ пек туйӑнчӗ, вулӑн варри шартлатрӗ, эпир татах тӗртсен такам макӑрса ячӗ пулас, варринче шатӑртатса йывӑҫ ҫӗре персе анчӗ.

В то же время, точно вскрикнуло что-то, — хрустнуло в средине древа; мы налегли, и как будто заплакало, — затрещало в средине, и дерево свалилось.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

Ирӗксӗрех Павлуша Саша сӑмахӗсем аса килчӗҫ: ятсӑр салтак пулас килместчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак шухӑш унӑн юлашки пулчӗ пулас: икӗ хутчен анасларӗ те, тепӗр енне ҫаврӑнса выртрӗ Павӑл-салтак.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк Эльгеев ятне курчӗ пулас, ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах патне пымарӗ, палланине те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чылаях шухӑшлаттарчӗ Эльгеева Иоаким Степанович пӗлтернӗ хыпар: пӗр енчен унӑн каяс та килчӗ Шупашкара — тӑван халӑхӑн пулас тӗп хулине; тепӗр енчен — нимӗнле специальность та ҫук-ҫке унӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун пек чух хурлӑхлӑ кунсем те, кӳренӳсем те сӗвӗрӗлсе пыраҫҫӗ, пулас ҫутӑ кунсем илӗрте пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ывӑл ҫинчен иртнӗ ҫул каланӑччӗ пулас сире.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрарӑмсем — ялтан аякка тухса ҫӳременскерсем — авалхи ӗлкеллӗ кӗпе-тумтирпех ҫӳренӗ: мӑйракаллӑ сурпанпа, кив ӳкерчӗклӗ тӗрӗсемпе чӗнтӗрленӗ кӗпе-саппунпа, хӑлхаллӑ пушмакпа (ҫӑка вӑрманӗсем кунта пулас пулсан, вӗсем, паллах, ҫичӗ пушӑт ҫӑпатине те сырма пӑрахас ҫукчӗ халиччен!).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пулас институт ҫумӗнче чӑваш студенчӗсем валли Ҫутӗҫ пайӗ педагогика тата ялхуҫалӑх уйрӑмӗсем уҫасшӑн, — терӗ Савандеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑшӗнче капланса тулнине Яковлев пӗтӗмпех каласа пама тӑрӑшрӗ: ахӑртнех, килне хӑнасем ӑна килӗшрӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Художник пулас теттӗнччӗ — пулайрӑн-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр вӑтам ҫулхи арҫын (музыкант пулас) контрабас йӑтса тухнӑ та ним тума аптраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех