Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

произведенисем (тĕпĕ: произведени) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ вӗсем вулакансене пӗчӗк калӑплӑ произведенисем ҫеҫ мар, пурнӑҫа анлӑн та тарӑн сӑнлакан романсем те сахал мар парнелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Драмӑллӑ произведенисем издательствӑн 1964 ҫулхи планӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен сӑмах хускатнӑ май, пирӗн ҫакна палӑртса хӑварас килет: чӑваш драматургӗсем юлашки ҫулсенче вулакансене хумхантаракан, асра юлакан пьесӑсем сахал ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Калавсемпе повеҫсен сборникӗсенче эпир ҫакӑн пек произведенисем сахал мар вулама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Издательствӑн 1964 ҫулхи планне тунӑ чухне чӑваш писателӗсен Союзӗн правленийӗ те, издательствӑра ӗҫлекенсем те КПСС Центральнӑй Комитечӗн кӑтартӑвне асра тытнӑ: унта сыхлӑх тата патриотизм темипе ҫырнӑ произведенисем ҫителӗклех кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ку паллӑ ӗнтӗ: ҫавӑн пек произведенисем совет ҫыннисене Тӑван ҫӗршывӑмӑра тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫавна май ун пек произведенисем производствӑпа техника литератури пекрехчӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫийӗнчен тата ун пек произведенисем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерейместчӗҫ, мӗншӗн тесен унта машина шавӗ кӑна илтӗнсе тӑратчӗ, рабочин кулленхи пурнӑҫӗ, интересӗсем, кӑмӑл туйӑмӗ вара ытлах курӑнмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Рабочи клас пурнӑҫне сӑнласа паракан произведенисем ҫинчен каланӑ май ҫакна палӑртса хӑварас килет: чӑваш писателӗсем ку темӑпа сахал ҫыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Паянхи рабочисен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫырса кӑтартакан произведенисем те 1964 ҫулхи планра пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Колхозлӑ ял ӗҫченӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа паракан произведенисем татах кӑларма палӑртнӑ: Вл.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кунта пирӗн акӑ мӗн палӑртса хӑварас килет: хальхи вӑхӑтра чӑвӑш литературин сӑн-сӑпатне ытларах паянхи пурнӑҫ темипе ҫырнӑ произведенисем палӑртса тӑраҫҫӗ, издательствӑн 1964 ҫулхи планӗнче те вӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ку жанр чӑваш литературинче вӑйлансах пырать, пысӑк калӑплӑ произведенисем те (романсемпе повеҫсем) ҫултан ҫул ытларах та ытларах пичетленсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑнах та, вулакансен интересӗсем пурин те пӗр мар: пӗрисем ак колхоз пурнӑҫне сӑнлакан, теприсем тата рабочисен кулленхи хастар ӗҫӗ-хӗлне ҫырса кӑтартакан произведенисем, виҫҫӗмӗшсем историллӗ романсемпе повеҫсем ытларах вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Килес ҫул мӗнле-мӗнле произведенисем пичетленсе тухасса кӑҫалах пӗлесчӗ, вара эпӗ вӗсене туянмасӑр юлмӑп».

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Огаревӑн маларахри философилле лирики ытларах романтикӑлла пулнӑ пулсан, 40-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче поэт крепостла ял пурнӑҫӗ пирки чӑн-чӑн реализмла произведенисем ҫырма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Вырӑс литературинчи ирӗк шухӑшлӑ произведенисем ӑна хӑйне те ирӗклӗхшӗн кӗрешме хавхалантарнӑ, унӑн ӑс-тӑнне хӑюллӑ шухӑшсемпе пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Пирӗн театр валли музыкӑллӑ произведенисем ҫырса пама пултаракан чӑвашсен талантлӑ композиторӗсем — икӗ опера ҫырма ӗлкӗрнӗ Ф. Васильев, А. Васильев-Асламас, Г. Хирбю, М. Алексеев, Т. Фандеев, В. Ходяшев, А. Петров тата ыттисем, паян кун та музыкӑллӑ спектакльсемпе ӗҫлекен солистсемпе хор коллективӗ, студире вӗренекенсем, симфони оркестрӗн коллективӗ, Ленинградри Ваганова ячӗпе хисепленекен хореографи училищинчен вӗренсе тухакан нацилле хореографи студийӗ, Мускаври ГИТИСра вӗренекен вокалистсен группи — акӑ вӑл чӑвашсен оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр валли ҫӗнӗ произведенисем хатӗрлесе парас тӗлӗшпе Т. Фандеев, М. Алексеев, А. Петров тата ытти композиторсем те тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Тӑван Атӑл» альманах редакцийӗ, хӑйӗн пур вулаканӗсемпе пӗрле, ӑна аллӑ ҫул тултарнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлать, малашне тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, коммунизм тӑвакан халӑх валли татах нумай паха произведенисем, кӗрешӗве чӗнекен лайӑх кӗнекесем ҫырма ырлӑх-сывлӑх сунать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Юлташпа юнашар» кӗнекене вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ произведенисем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех