Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программӑпа (тĕпĕ: программа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятарласа хатӗрленӗ программӑпа килӗшӳллӗн тимлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Палӑртнӑ программӑпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑш-пӗр дискуссиллӗ мероприятисене хутшӑнать, унта вӑл республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономики ҫинчен хыпарлать.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ Петербургра пухӑнакан пӗтӗм тӗнчери XXVI-мӗш экономика форумне хутшӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/regi ... -chvash-en

Ҫак программӑпа ӗҫлени Чӑваш Ене килекенсен йышне икӗ хут ытларах пысӑклатмалла.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри туризм порталӗ пулӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m2i8pQJyRJs

«Территори аталанӑвӗн фончӗ» пӗрлешӳ укҫине явӑҫтарса коммуналлӑ инфротытӑма ҫӗнетесси» регионти программӑпа Улатӑрта икӗ, Ҫӗмӗрлере тӑватӑ проект пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ тытӑм ҫӗнелмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=bqbwSoVudVA

«Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпӑкне модернизацилесси» программӑпа Пишпӳлекри тӗп район больницине эндоскоп диагностика стойки (ИСП-2) виҫӗ гастроскоппа килнӗ, вӑл 12 миллион тенкӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри тӗп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... ln-3272343

Янкӑлч салинче асӑннӑ программӑпа ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Халӗ асӑннӑ программӑпа Чӑваш Тӑрӑмӗнче шыв башнине тӗпрен юсасси юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Кӑҫал ҫавӑн пекех Полевая урамри шыв башни (ӑна 2021 ҫулта халӑха таса шывпа тивӗҫтерес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсанӑ) тавра карта тытса ҫавӑрма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Мӗн тӑваҫҫӗ территори пайӗсенче ял ҫыннин пурнӑҫне ҫӑмӑллатас енӗпе асӑннӑ тата ытти программӑпа?

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ӗҫе федераци шайӗнчи тӗрлӗ программӑпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Вӗлле туса программӑпа тивӗҫтернисӗр пуҫне шкул ачисем биологи вӑрттӑнлӑхӗсемпе те ҫывӑхрах паллашӗҫ: пыл хурчӗсем валли мӗнле температура условийӗсем кирлине, вӗсене хӑҫан ҫитермеллине вӗренӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Ӑна ятарлӑ программӑпа хута янӑ.

Она запущена на специальной программе.

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Программӑсене пӑхса тухса, хӑш программипе каяссине хамӑр йышӑнатпӑр, хӑш программине кӗрсе малалла каймаллине куратпӑр, пӗлетпӗр, кайран тата тепӗр тӗлпулусенче мӗнле программӑпа каяссине калатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Лагерь уҫасшӑн, шкулпа ача сачӗн ҫуртне ҫӗклесшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60496

- Республикӑн ял тӑрӑхӗсенчи ҫурт-йӗре комплекслӑ тата пӗр вырӑнта тумалли программӑпа килӗшӳллӗн 2009 ҫулта Александровка клубне, каярахпа Кивӗ Сӗнтӗртине тӗпрен юсаттартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗнтӗ малтан ҫак программӑпа тӑвакан шкула кайса куртӑмӑр, вӑл иккӗмӗш ҫул, пӗлтӗр строить тума пуҫланӑччӗ, 22 апрельте, кӑҫал июль вӗҫӗччен туса пӗтерсе 1 сентябрьте ачасем ҫӗнӗ шкула кайма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пурӗ ҫак программӑпа, пӗтӗм министерство енӗпе пӑхсан, 6 миллиард ҫурӑ тенкӗ ял тӑрӑхӗсене аталантарма укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Пурӗ ӗнтӗ ҫак комплекслӑ аталантарса пырас программӑпа кӑҫал 1000 ытла объект, тӗрлӗ объект ял тӑрӑхӗсенче строиться тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Вӗрентӳ аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӗп хулара икӗ шкул хӑпартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697

«Пуҫаруллӑ бюджет» программӑпа пурнӑҫланӑран халӑх та укҫа хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ҫак программӑпа ӑс пухакансем республикӑри,регион тулашӗнчи хуҫалӑхсене тухса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех