Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

праҫник сăмах пирĕн базăра пур.
праҫник (тĕпĕ: праҫник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кун праҫник пулнӑ: ҫутӑличчен ҫӑкӑрпа пашалу пӗҫерсе кӑлармалла, квас тумалла, ӗне сумалла, кӗпе-йӗмсене якатмалла, ача-пӑчасене ҫуса тасатмалла, шыв илсе килмелле пулнӑ, тата кӳршӗ арӑмне те кӑмакана пӗтӗмпех йышӑнма ирӗк памалла мар пулнӑ.

Был праздник: до света надо было хлебы вынуть, квас сделать, лепешки испечь, корову подоить, платья и рубахи выгладить, детей перемыть, воды принесть и соседке не дать всю печку занять.

X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вунӑ тенкӗпе праҫник те ирттерӗпӗр, атӑ та илӗпӗр, Мӗкӗтене те тӑватӑ тенкӗ ҫурӑ укҫине парса татӑпӑр, атту, тем пӗрмаях ыйтса хуплантарать.

На десять целковых и погуляем на празднике, и сапоги купим, и Никитке, так и быть, отдадим четыре с полтиной, а то приставать очень начал…

// Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӗсен тумтирӗсене Рихтенау фрау праҫник кунӗ хӑй патӗнче тара кӗрӗшсе ӗҫлекен нимӗҫ батракӗсене валеҫсе панӑ.

Их одежду фрау Рихтенау раздала в ближайший праздник немецким батрачкам, работавшим по найму.

Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.

Тепӗр чух табельсене вӗренекенсен аллине праҫник хыҫҫӑн пани те пулать вӗт-ха.

Ведь бывают же такие случаи, когда табели ученикам выдают после праздника.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Анчах праҫник хыҫҫӑн пурпӗрех кӑтартма тивет вӗт-ха, — тетӗп эпӗ.

— Но после праздника ведь все равно придется показывать, — говорю я.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эпӗ праҫник умӗн иккӗ палла никама та кӑтартмастӑп, — терӗ Шишкин.

— А я не буду перед праздником показывать двойку, — сказал Шишкин.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Халӗ ӗнтӗ манӑн пӗтӗм праҫник пӑсӑлать! — терӗм эпӗ Шишкина киле таврӑннӑ чух.

Теперь у меня будет весь праздник испорчен! — сказал я Шишкину, когда мы возвращались домой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Ҫав табельсене мӗншӗн праҫник умӗн валеҫсе параҫҫӗ-ха?

— И зачем это выдают табели перед самым праздником?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Юлташӗсем госпитальтен таврӑннине рота кашнинчех праҫник евӗр кӗтсе илет.

Возвращение товарища из госпиталя рота всякий раз переживала как праздник.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫӗрулми хуппи маншӑн праҫник апачӗ пулнӑ.

Картофельная шелуха была для меня пиром.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вӑл ҫурта ешчӗкӗ патӗнче тӑрать пек, Тихӑн арӑмӗ праҫник ячӗпе пилӗк пуслӑх ҫурт илесшӗн пек, вӑл ҫуртине илсе ӑна парасшӑн пек, анчах аллисем ҫӗкленмеҫҫӗ, кӗсье ӑшӗнче кӑптӑрӑнса ларнӑ пек.

Представилось ему, что стоит он будто у свечного ящика и Тихонова баба требует у него пятикопеечную свечу к празднику, и он хочет взять свечу и дать ей, но руки не поднимаются, а зажаты в карманах.

IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Малтан ун куҫӗ умӗнче тӑман явӑҫни, тата туртасемпе пӗкӗ айӗнчи лаша силленсе пыни курӑнса тӑнӑ, тата вӑл хӑйӗн айӗнче выртакан Микитене астуса илнӗ; унтан тата ҫак шухӑшсем патне урӑх шухӑшсем хутшӑна пуҫланӑ, — вӑл праҫник ҫинчен, арӑмӗпе становой, тата ҫурта ешчӗкӗ ҫинчен, унтан каллех ешчӗк айӗнче выртакан Миките ҫинчен шухӑшланӑ; кайран тата ун куҫне сутакан-илекен мужиксем курӑна пуҫланӑ, тата шурӑ стенасемпе тимӗр витнӗ ҫуртсем, ҫав ҫуртсен айӗнче Миките выртнӑ; кайран пурте ун пуҫӗнче пӑтранса кайнӑ; сӗвек кӗперрин тӗсӗсенчен пӗр шурӑ тӗс пулать, ҫавӑн пекех ун пуҫӗнчи тӗрлӗ шухӑшсем те хутӑшса кайнӑ та ун пуҫӗнче нимӗн те юлман, вӑл вара ҫывӑрса кайнӑ.

Сначала в воображении его носились впечатления метели, оглобель и лошади под дугой, трясущихся перед глазами, и вспоминалось о Никите, лежащем под ним; потом стали примешиваться воспоминания о празднике, жене, становом, свечном ящике и опять о Никите, лежащем под этим ящиком; потом стали представляться мужики, продающие и покупающие, и белые стены, и дома, крытые железом, под которыми лежал Никита; потом всё это смешалось, одно вошло в другое, и, как цвета радуги, соединяющиеся в один белый свет, все разные впечатления сошлись в одно ничто, и он заснул.

IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Вӑл ҫилленнӗ пек ҫамкине пӗрӗнтерсе лартнӑ та, ҫӗлӗкпе сӑхман ҫинчи юрне силлесе тӑкса, турӑш умнелле ҫавӑрӑнса тӑнӑ, никама та курман пек пулса виҫ хут сӑхсӑхнӑ та турӑша пуҫ тайнӑ, кайран хуҫи еннелле ҫавӑрӑнса малтан ӑна, унтан сӗтел хушшинче ларакансене, унтан тата кӑмака патӗнче тӑракан хӗрарӑмсене пуҫҫапнӑ та: «Праҫник ячӗпе ырӑ сунар!» тесе, сӗтел ҫине пӑхмасӑр, хывӑна пуҫланӑ.

Он нахмурился и, отряхнув шапку и кафтан от снега, стал против образов и, как бы не видя никого, три раза перекрестился и поклонился образам, потом, обернувшись к хозяину-старику, поклонился сперва ему, потом всем бывшим за столом, потом бабам, стоявшим около печки, и, проговоря: «С праздником», стал раздеваться, не глядя на стол.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

— Ваҫили Андрейч, ан ятла ӗнтӗ, ахалӗн юрамасть, праҫник ячӗпе ӗҫесех пулать, — тенӗ вӑл.

— Не обессудь, Василий Андреич, нельзя, проздравить надо, — говорила она, — выкушай, касатик.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Килте халь ашшӗ, амӑшӗ, кил пӑхса пурӑнакан иккӗмӗш ывӑлӗ, тата Мускавран праҫник тума килнӗ аслӑ ывӑлӗ, хӗрарӑмсемпе ачи-пӑчисем пулнӑ; килтисемсӗр пуҫне тата хӑнана пынӑ кӳршӗпе кумӗ пулнӑ.

Дома теперь были старик, старуха, второй сын-хозяин и старший сын, приехавший из Москвы на праздник, и все бабы и дети; кроме домашних, был еще гость-сосед и кум.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫын чӳрече патӗнчен кайнӑ, пӗр икӗ минут иртсен, ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлни илтӗннӗ, кайран тулти алӑк ҫеклетнине янӑ, ҫилпе ҫапӑнасран алӑка тытса, шурӑ праҫник кӗпи ҫинчен кӗрӗк тӑхӑнса янӑ шур сухаллӑ пӗр старик тухнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрле кӗпеллӗ, сӑран ата тӑхӑннӑ яш тухнӑ.

От окна отошли, и через минуты две — слышно было — отлипла дверь в сенях, потом стукнула щеколда в наружной двери, и, придерживая дверь от ветра, высунулся высокий старый с белой бородой мужик в накинутом полушубке сверх белой праздничной рубахи и за ним малый в красной рубахе и кожаных сапогах.

III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫунара виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм ларнӑ, — праҫник туса таврӑнакансем пулмалла.

В санях сидели три мужика и баба. Очевидно, это ехали гости с праздника.

III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Халь те ҫапла, праҫник умӗн икӗ кун малтан, Марфа Ваҫили Андрейч патне пынӑ та унтан шурӑ ҫӑнӑх, чей-сахӑр тата ҫур четвӗрт эрех илнӗ, пурӗ пӗр виҫ тенкӗлӗх, тата пилӗк тенкӗ укҫан илнӗ.

Так и теперь, за два дня до праздника Марфа приезжала к Василию Андреичу и забрала у него белой муки, чаю, сахару и осьмуху вина, всего рубля на три, да еще взяла пять рублей деньгами.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫавӑнпа та вӑл, праҫник иртсенех, арчаран хӑйӗн ҫичҫӗр тенкине кӑларнӑ, виҫӗ пин тума ун ҫумне хӑй ҫумӗнчи 2 300 тенкӗ чиркӳ укҫине хушнӑ, лайӑххӑн шутласа укҫа хутаҫҫи ӑшне чикнӗ те кайма тапраннӑ.

И потому, как только отошел праздник, он достал из сундука свои 700 рублей, добавил к ним находящихся у него церковных 2300, так чтобы составилось 3000 рублей, и, старательно перечтя их и уложив, в бумажник, собрался ехать.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Прихутра праҫник пулнӑ.

В приходе был праздник.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех