Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

план сăмах пирĕн базăра пур.
план (тĕпĕ: план) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Директор тӗплӗ план туса хатӗрлерӗ.

Директор составил подробный план.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

План хатӗрлеме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Идеальное время для построения планов.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах лӑпкӑ план суйлӑр.

Однако выбирайте спокойные способы реализации планов.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах пуҫӗпе ӗҫе путиччен вӑхӑта сая ярас мар тесен тӗплӗ план хатӗрлӗр.

Однако, прежде чем серьёзно погрузиться в работу, составьте конкретный план ваших действий, чтобы зря не растрачивать энергию.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере чылай план пурнӑҫланмӗ.

На предстоящей неделе многие планы могут не сбыться.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл пирӗншӗн тӗп документ, 2023 ҫулта пурнӑҫламалли конкретлӑ план, республика умне лартнӑ пӗлтерӗшлӗ программа шутланать.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

— Мӗн чухлӗ ҫырма палӑртнисем, план туса хунисем алӑ ҫитмен пирки сая кайса выртаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

План тӑрӑх Мухаровпа Каюров сачӗсем ҫитес ҫул шӑпах ҫав паркпа пӗрлешсе каймалла…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

1950-1970 ҫулсенче колхозсене вӑрман лартма пысӑк план паратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Эпир ашшӗпе калаҫнӑ хушӑра хуралҫӑ ыран валли вӑрманта ҫӳремелли план та туса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен, Улатӑр хулинче шыв тытӑмне йӗркелесе ямалли план туса хатӗрлемелле.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

План хатӗрлесе ӑна пӑхӑнни яланах вырӑнлӑ мар.

Не всегда бывает уместно составлять планы и методично им следовать.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малашлӑхра ӑнӑҫу патне ҫитме пулӑшакан план хатӗрлеме лайӑх вӑхӑт.

Прекрасное время, чтобы заняться планированием того, что в будущем приведет к стабильному успеху.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсемех, план ҫукки ҫине йӑвантарса, суда тепӗр вӑхӑта хӑварттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

План кирли ҫинчен малтанах пӗлмен ваккат — мӗн ваккачӗ вӑл! — илтӗне пуҫларӗҫ Касмуххана хирӗҫле сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апла ҫакна каласа парасчӗ: суда кайиччен план кирлине пӗлмен вакката мӗн тесе пилӗкҫӗр тенкӗ тӳлесе тытнӑ эсир?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утрава план ҫине ӳкерсен, тепӗр хут суда каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти уполномоченнӑйсем Хусантан таврӑнсанах сарнӑ хыпар тӑрӑх, ӗҫе план ҫуккипе тепӗр чухне пӑхмалла тунӑ тенине пӗлнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна туман пулсан, план ҫукки вӗсемшӗн ӗҫе тӑсмалли сӑлтав ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗненӗр, Николай Степанович, суд хӑҫан пулассине пӗлтернӗренпе икӗ уйӑх ытла иртнӗ, ҫак вӑхӑтра вӗсем, мишавая чӗнсе, утрава план ҫине ӳкерме те ӗлкӗретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех