Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиччӗшӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валентина Олеговна хӑй нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ,унӑн ҫичӗ пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ пулнӑ.

Валентина Олеговна сама выросла в многодетной семье, у нее семеро братьев и сестер.

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... ey-3641608

Пиччӗшӗпе шӑллӗ, хӑйсен котелокӗсене кӑвар ҫине лартса, туххӑмра салтак пӑтти пӗҫерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ку хӑй те пиччӗшӗпе ҫыхӑнман-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петӗр Соньӑн пиччӗшӗпе те туслашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пиччӗшӗпе инкӗшӗн йӗкӗреш ачисем Татьяна аппӑшӗпе ялан пӗрле пулма, унпа выляма, тӗрлӗ кӗнеке вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Икӗ тӑван, пиччӗшӗпе шӑллӗ: пӗри — шурри, тепри — хӗрли.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку юмахсенче те пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ (е амӑшӗ) вӑрманти ҫуртра пӗрле пурӑнаҫҫӗ.

В них повествуется о том, как в лесном домике вместе живут мать с сыном или сестра с братом.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пиччӗшӗпе пӗрле ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Герасим Федотович пиччӗшӗпе те калаҫасшӑн пулмарӗ — правлени ҫуртне кӗрсе председателӗн ӗҫ пӳлӗмне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗррехинче вӗсем, пиччӗшӗпе шӑллӗ, анкартинче ҫӗрулми кӑларнӑ чух хирӗҫсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Малтанах унӑн пиччӗшӗпе, инкӗшӗпе килӗшӳ тупмалла.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав хӗрарӑма пулах хирӗҫсе каймарӗ-и вӑл пиччӗшӗпе?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кун пирки Герасим Федотович пиччӗшӗпе тахҫанах калаҫнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫулталӑкран вӑл амӑшӗнчен пиччӗшӗпе инкӗшне тиркекен ҫырусем илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пиччӗшӗпе инкӗшӗ ӑна ырӑ сунсах кӗтсе илмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл Карпиярвири Кузьма пиччӗшӗпе Зина аппӑш патӗнче пулни ҫинчен савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк чӑрӑш ҫинчен йӑшт ҫеҫ шуса анчӗ те пиччӗшӗпе Федя патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Маюкӗн хӑйӗн килте пиччӗшӗпе инкӗшӗ, ачи-пӑчи.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Вӑрҫӑ тухас ҫулне пиччӗшӗпе пӗве пӗвеленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен майлӑ вӗҫтерекен сивӗ ҫил-тӑман пиччӗшӗпе шӑллӗне хӑвӑртрах малалла утма васкатса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех