Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиччӗшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Еркиней, асту, ӑйӑр ытла хастар, Ҫӑварлӑхпа касмӑкласа мӗн пур вӑйпа кастар», Тет пиччӗшӗ шӑллӗне, ҫивӗчине, Хӑй юлать кӳмме кутне тепӗр шӑллӗпе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Санюк, хӑй ҫумӗнчи пиччӗшӗ ҫуккине асӑрхасан, вӑл ӑҫта кайнине ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, амӑшӗ ывӑлне татах ҫывӑрма хушрӗ, Кирукпа Федя кӑнтӑр тӗлне сунартан таврӑнаҫҫӗ тесе лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ӗҫессӳ килет пулсан, ӗҫ: мана кирлӗ мар, — тет пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсем килсе ҫитиччен пирӗн тарса ӗлкӗрес пулать! — хыттӑн каларӗ пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑй ҫакӑн пирки иккӗленнине вӑл пиччӗшпе каласшӑнччӗ, анчах пиччӗшӗ, унпа тек калаҫасшӑн пулмасӑр, малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиччӗшӗ фашиста тӗп тума хӑюлӑх ҫитерейӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк пиччӗшӗ каланине тимлесех итлерӗ, ку вӑрттӑн хӳшӗ пулнине тавҫӑрса илчӗ, анчах кунта пурӑнма чунӗ туртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк пиччӗшӗ патне пырса лӑпчӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫавӑнпа-и, тен, Санюк сисмерӗ те — пиччӗшӗ утнӑ ҫӗртех таҫта кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑй ҫумӗнче пиччӗшӗ ларнине курсан, Санюк лӑпланчӗ, каллех выртма пикенчӗ, анчах Кирук ӑна урӑх выртма памарӗ, хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиччӗшӗ ӗнентермелле калани Санюкӑн куҫне уҫрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк лӑпланчӗ, вӑл пиччӗшӗ ҫинчен куҫне илмест.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиччӗшӗ пупленине кура Зойӑпа Галя та манпа калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Пиччӗшӗ мухтанчӑк, ҫӑмӑлчак, чӑрсӑр пулнӑ пулсан, Иван вара йӑвашчӗ, ҫынна хисеплетчӗ, хаклатчӗ, уҫӑ кӑмӑллӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Иван Ахах пӗртте пиччӗшӗ пек марччӗ, йӑлтах урӑхлаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ун пиччӗшӗ Сергей питех шухӑшламастчӗ, студенчӗсемпе вӑхӑт ирттерме ытларах юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ахах та слушатель пулчӗ, ун пиччӗшӗ Сергей Евграфович та слушатель пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрин те учитель стажӗ ҫук, икӗ ҫул учительре пулнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Вӑл пиччӗшӗ Ахах Иванӗпе пӗрле ӗҫлени, пӗрле пурӑнни ҫинчен каласа панисене аса илсе ҫакна пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Марине нумаях пулмасть пиччӗшӗ сасӑпа кӗнеке вуланине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Пиччӗшӗ ӑна хӗстерсе ҫитерчӗ темелле:

Старший брат припер его к стене:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех