Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пичкине (тĕпĕ: пичке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗсйине тепӗр пин уйӑрса чикрӗ те, ятарласа йӳҫӗтнӗ пыл сӑра пичкине илсе, Атӑлкассине тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сӑра пичкине Ваҫлие илсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук сӑра пичкине Ҫтаппана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пичкине хул хушшине хӗстерттер-ха, — сӗнчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Сантӑр сӑра пичкине, карҫинккапа чӗресе илсе тухса урапа ҫине вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ, хӑвна вӗлерме пултарасса пӗлсе тӑрсах, укҫа пичкине ман валли ҫӑлса хӑвартӑн.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Магазин крыльци ҫинче алӑка урлӑ темле ҫын «Вун ик кӑшӑллӑ пичкине» уҫасшӑн ӗнрешсе выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Алӑк кӗтессинче илтӗннӗ ҫак хӑюллӑ сасӑ, краҫҫын пичкине шӑрпӑк тивертсе пӑрахнӑ пекех, халӑх чӗрине вут тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар ӑна илчӗ те чӗрӗллех краҫҫын пичкине чиксе кӑларчӗ, шӑрпӑкпа чӗртрӗ, ҫав ҫунакан чӗрчуна путвалти пӗр шӑтӑкран кӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урапа ҫумне кивӗ алӑк таянтарса виҫҫӗше краҫҫын пичкине лавҫипе тӗртсе хӑпартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳрт урати тӗлӗнчи чул ҫинче ларакан ҫын пӗчӗк пичкине сиплет; хӗрарӑм кӗпе-йӗм ҫакать.

На камне у одного порога сидел человек, чиня бочонок; женщина развешивала белье.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсем аллисемпе тӗрлӗ паллӑсем туса, мана икӗ пичкине кӑкӑр ҫинчен ҫӗре илсе пӑрахма хушрӗҫ, анчах малтан аялта тӑраканнисене пӑрӑнма хушса: Борач мивола! тесе кӑшкӑрса ячӗҫ.

Они знаками предложили мне сбросить обе бочки на землю, но сначала громкими криками «Борач мивола!» предупредили стоявших внизу, чтобы те посторонились.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем мана иккӗмӗш пичкине йӑтса пырса пачӗҫ, ӑна та эпӗ ҫавӑн пекех шалт ӗҫсе ятӑм та, татах илсе пыма кӑтартса паллӑ патӑм, анчах вӗсен урӑх эрех пулмарӗ.

Они принесли мне вторую бочку, которую я осушил таким же образом, и знаками потребовал еще, но больше у них не оказалось.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пичкине эрех ҫур пинтӑран ытла шӑнӑҫмасть пулӗ.

В бочке вмещалось не больше полупинты вина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ мӗн чухлӗ ҫисе янинчен вӗсем мана сахалпа ҫырлахтарма ҫуккине чухласа илчӗҫ; чи пысӑк пичкине вӗренсемпе пит ҫӑмӑл ҫӗклесе хӑпартрӗҫ те, ӑна ман алӑ патне йӑвантарса пычӗҫ, унтан тӗпне ҫапса кӑларчӗҫ.

По количеству съеденного мной они заключили, что малым меня не удовлетворить, и необычайно ловко втащили на меня с помощью веревок одну из самых больших бочек, подкатили ее к моей руке и вышибли дно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫурӑлакан пуля лекнипе эшелон ҫывӑхӗнче тӑракан бензин пичкине вут тивсе илнӗ.

От разрывной пули загорелась стоявшая у эшелона бочка с бензином.

Отряд ӳсет // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Ҫу-ук, ун пек мар, — тенӗ теприсем, — ангелсем ҫав ҫутӑ япаласене сӑра пичкине нӳхрепе кустарнӑ пек тӳпе тӑрӑх кустарса ҫӳреҫҫӗ! — тенӗ.

Другие говорили: — Нет, ангелы катят светила по небу, как работник катит на погреб бочку с пивом!

Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Эпӗ тикӗт пичкине хӑвӑрт кӑна килкартине, унтан урама кустарса кӑлартӑм, хыҫҫӑнах краҫҫин пичкине ярса тытрӑм, анчах ӑна ҫавӑрсанах пичкен пӑкки тухса ӳкнине куртӑм, — краҫҫин ҫӗре юхма тытӑнчӗ.

Я быстро выкатил на двор и на улицу бочку дёгтя и взялся за бочку керосина, но, когда я повернул её, — оказалось, что втулка бочки открыта, и керосин потёк на землю.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпир краҫҫин пичкине ҫырана кустарса кӑлартӑмӑр.

Выкатили бочку керосина на берег.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унтан кимӗ ҫине коньяк пичкине тата манӑн эмельсем хунӑ хаклӑ ещӗке антартӑмӑр.

Затем опустили в нее бочонок с коньяком и мой драгоценный ящичек с лекарствами.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех