Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питӗнчен (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара каллех Аньӑна пӗтӗмпех хӑй ытамне илчӗ те калама ҫук хӗрӳллӗн, питӗнчен те, тутинчен те, хӑлхи патӗнчен те йӑлтах чуптӑва пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ку пачах та шӳт пулманнине Аня каярахпа, пӗррехинче унӑн хваттерӗнче пулсан, уҫӑмлӑн пӗлсе илет те ӑна питӗнчен хытӑ ҫупса ярать, вара ун патӗнчен хӑвӑрт тухса тарать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Савӑнса кайнӑ йӑваш чӗрчун Аркаша хӗрлӗ чӗлхипе аллинчен ҫулать, тяппипе питӗнчен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗре вӗҫӗмсӗр чуптурӗ вӑл: тутинчен, питӗнчен, ҫамкинчен, мӑйӗнчен…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл йӑлтах тертленсе ҫитнӗ пулас: питӗнчен тар тумлать.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, текех калаҫмастӑп, санран йӗрӗнетӗп тенӗн, хӑй патне пырса тӑнӑ офицера питӗнчен лачлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен чи малтан тӗл пулнӑ Килтеш ҫынниех ӑна питӗнчен сурать те пуҫне касса татать.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хӑйне питӗнчен, куҫӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗнекен ял ҫыннине аранах ҫурӑмӗ ҫинчен сирсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах тата Савантер ҫине сиксе ӳксе питӗнчен, куҫӗнчен чукмар пек аллипе патлаттара пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулӑм туталлӑ ырханкка чӑваш ӑна питӗнчен чӑмӑрӗпе кӗрӗслеттерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗтӗк халатли ӑна питӗнчен урипе кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне такам питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнӑ пек Укаслу шарт сикрӗ, унтан вара сасартӑках ҫав тери ывӑннӑ пек пулчӗ те, енчен енне тайкаланса, уҫӑ алӑкран алкумнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл тарҫине атӑллӑ урипе пӗррех! питӗнчен кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ савнине питӗнчен чӑпӑрт туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл амӑшӗн питӗнчен те каҫ пултти хӗвелӗн хавшак ҫути ҫухалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫурхи хӗвел шевли каччӑ ҫывӑракан пӳлӗме йӑпшӑнса кӗчӗ те ӑна питӗнчен ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа ӑшӑтрӗ, тутлӑ ыйхӑран вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лена пӗшкӗнсе амӑшне питӗнчен чуптуса илчӗ, юхса аннӑ куҫҫульне кӑтартас мар тесе, алӑк патне хӑвӑрт утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ваня амӑшӗ патне чупса пырса ӑна ыталаса илчӗ, пӗркелене пуҫланӑ типшӗм питӗнчен виҫӗ хут чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем арпашса кайнипе усӑ курса, Виктор урса кайсах следователе пудрӑпа шуратнӑ питӗнчен вӑйлӑн турта-турта ҫапрӗ…

Пользуясь их замешательством, Виктор с остервенением продолжал наносить удары по свежему напудренному лицу следователя…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Фабиана питӗнчен хам пӗрре лайӑхрах ҫупса янӑ пулсан, ӗҫ пулатчӗ!

— Вот если бы дал я этому Фабиану в морду, это было бы дело!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех