Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

писатель сăмах пирĕн базăра пур.
писатель (тĕпĕ: писатель) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Малтан редактор пуласчӗ-ха, кайран вара писатель пулма та йывӑр мар!

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Авалхи пурнӑҫ ҫинчен ҫыра-ҫыра, М. писатель хӑй хӑш вӑхӑтра пурӑннине те маннӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнӑ, кӗнекесем те ҫыркаланӑ, теҫҫӗ, анчах кайран лит-оратор пулса тӑнӑ: хӑй нимӗн те ҫырман, ҫынсем ҫырнине тиркенӗ те мӗнле ҫырмаллине вӗрентнӗ, ҫавӑн пиркиех ӑна пысӑк писатель тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

— Ну… аптрамалла-ҫке сирӗнпе, писатель тенисемпе!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Аслӑ писатель эс ҫут тӗнчене ҫуралса тухиччен сакӑрвунӑ ҫул малтанах ҫырнӑ ун пек калав!..

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Сергей Павлов писатель, журналист та пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтсене, вӗрентсе каланисене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Суха ҫыннин ӗҫӗ тӗнчипе паллӑ писатель, дирижер, художник ӗҫӗпе тан пирӗн ҫӗршывра.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Тургенев, аслӑ писатель Тургенев ҫырса кӑтартнӑ пирӗн тавралӑхӑн тӗлӗнтермӗш илемне.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Писатель пулма ӑна ҫамрӑк чухне почтальонра ҫӳрени те пулӑшнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Мама писатель ҫинчен каласа пачӗ.

Мама рассказала про писателя.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Хайхискер сӑра барӗ умӗнче: «Ҫав писатель вилнӗ хыҫҫӑн мӗне кура некролог ҫапса кӑлармалла? Вӑл ҫырма мар, элеклеме кӑна пӗлет. Талантлӑ Потапов арӑмне еплерех лапӑртарӗ!» — тесе пӗр хӗрелмесӗр кӑшкӑрашнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме тытӑнчӗ, ҫаврака пит ҫӑмартинчен кӗҫ-вӗҫ юн сирпӗнесле хӗрелсе кайнӑскер, писатель пуҫлӑха кап! ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл юлашкинчен ӑна писатель ҫӑварнех чикме пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Лӗпӗртетнӗ пуль ӗнтӗ Инесса кам умӗнче те пулин писатель мана качча илме хирӗҫ мар тесе.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Акӑ мӗн, хисеплӗ писатель, — шӑл йӗрчӗ вӑл, — Хӗвекле аппа саншӑн кинеми мар, инке, мӗншӗн тесен вӑл сан аннӳрен ҫамрӑкрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп ҫырнипе пӑр тапранас ҫук — сирӗн сӑмахӑр кӑна витӗмлӗ пулӗ, — писатель ҫине йӑлӑнса тинкерчӗ Кермӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗвӗҫӳ суккӑрлатса хаярлатать сана, ху та тахҫан поэт е писатель пулма ӗмӗтленнӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эс проститутка, чӑвашла каласан, сутӑнчӑк юхха хӗрарӑм, писатель мар! — сӑмахне пӗр шелсӗр ҫавӑрттарчӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Акӑ мӗн, ачамккӑ, писатель пек пулса мана малтан эп сӑнран-кӗлеткерен мӗнлерех ҫын иккенне тӗплӗн сӑнласа пар-ха.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Каллех пирӗн пурнӑҫа элеклеме хӑтланать хисеплӗ Таранов юлташ, каллех. Унӑн директорӗ ытла та хура, унӑн председателӗ ытла та тӗксӗм. Ҫавнашкал пуҫлӑхсене хура куҫлӑх тӑхӑннӑ писатель кӑна шухӑшласа кӑларма пултарать. Чӑннипе вара совет ҫӗршывӗнче Таранов сӑнарласа кӑтартнӑ пек тӑрлавсӑр председательсем ҫук, ун пеккисене пирӗн хушӑра кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех