Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирвайхи (тĕпĕ: пирвай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен тӗп тивӗҫӗ — пурнӑҫ ҫӑласси, пирвайхи медицина пулӑшӑвне кӳрсе ҫынна тухтӑрсем патне больницӑна оперативлӑ илсе ҫитересси.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Ҫак ытла та хаклӑ сӑмах, ҫӗр ҫинчи кашни ҫынна ҫунатлантараканскер, Ваҫукшӑн никам тӗртсе ярайми чул йывӑрлӑхӗ пулса, унӑн пӗчӗк те хӗрӳ чӗрине пирвайхи хут хӑҫан лутӑркаса иртсе кайнӑччӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кӗреҫе-пуртӑ ҫӗкленӗ ҫынсем тӗтӗмпе ҫулӑм витӗр унталла-кунталла чупни, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫни пирвайхи кун уссине нумаях параймарӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрмана ҫур илемӗ кӗртекен пирвайхи кайӑксенчен пӗри вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюшпа пирвайхи хут Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнче, илемлӗ тутар ҫырминче, сип-симӗс йӑмрасем айӗнче, хӑмла ҫырли ҫулҫисем чӑшӑлтатнӑ, шӑрчӑксем юрланӑ сассен ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ вара ватӑ салтак пирвайхи хут чӑннипех те хӑйне кӑткӑс ыйту пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирвайхи допроса Дорфман хӑй ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑранипе сиксе илчӗ, малтан яла вӑрҫӑ ҫитрӗ тесе хӑранӑччӗ, анчах самантран ҫакӑ ҫурхи пирвайхи аслати пулнине ӑнланчӗ те пӗр халат вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ, пиҫиххине салтрӗ, халатне хыврӗ те ҫумӑр айне утрӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ ун ҫине пирвайхи хут курнӑ пек чылайчченн пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малтан йӑмраллӑсем пӑшӑлтатрӗҫ, унтан, ялти пирвайхи чиперккене чӗпӗтме май пулнипе хавхаланса хӑлхаран-хӑлхана пӗлтерме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ту ишӗлесси ӑнсӑртран ӳкнӗ пирвайхи пӗчӗк чул катӑкӗнчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаппа-ҫарамас юличчен хывӑнчӗ, тен, упӑшкине вӑрҫа ӑсатнӑранпа пирвайхи хут пулӗ, сулахай кӑкӑрне ӑнсӑртран тытса пӑхрӗ — вӑл йывӑрланнӑ пек, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирвайхи квартал заданине парса татма икӗ эрне вӑхӑт паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ Суслонгерта ӑнӑҫсӑр пулса курнӑ, чи хаклине ҫухатнӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран ҫеҫ инҫетри упӑшкинчен пирвайхи хыпар илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ӑна пирвайхи пӑшӑрхану кӗтрӗ: калинккине уҫсах хӑварнӑ, ҫенӗке кӗмелли алӑк ҫинче ҫӑра ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен Татаринов варӗнчи пирвайхи тӗлпулӑвне аса илчӗҫ, унтан — ыттисене.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсен юратӑвӗшӗн пирвайхи тӗрӗслев икӗ ҫул каялла сиксе тухнӑччӗ — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак пирвайхи тӗлпулусен вырӑнӗнче миҫе каччӑпа хӗр паллашман-ши, миҫе ҫӗнӗ мӑшӑр ҫуралман-ши?

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен пирвайхи тӗлпулӑвӗн вырӑнӗнчен вӗсем пачах урӑхла ҫынсем пек хӑпарчӗҫ — телейлӗ те ҫӑмӑлкка, калӑн тин кӑна сӑваплӑ шыва кӗрсе тухнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Банглапеди е Бангладешӑн наци энциклопедийӗ — Бангладешри чи пирвайхи энциклопеди.

Банглапедия или Национальная энциклопедия Бангладеш — первая бангладешская энциклопедия.

Банглапеди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%B4%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех