Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пилӗкӗсене (тĕпĕ: пилӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑрах ҫамрӑк арӑмсемпе хӗрсем, тарланӑ пичӗсене тӗрленӗ тутрисемпе шӑлса, хӑйсен ушкӑнӗнчен каллех ташлама тухрӗҫ, йӗкӗчӗсем те ӗнтӗ, аллисемпе пилӗкӗсене ярса тытнӑ та, ун-кун пӑхкаласа, лешсене хирӗҫ ыткӑнма хатӗрех тӑраҫҫӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра ватӑ есаул ҫамрӑк мӑшӑра пиллеме икӗ икон илсе тухрӗ.

Между тем молодицы и дивчата, утершись шитыми платками, выступали снова из рядов своих; а парубки, схватившись в боки, гордо озираясь на стороны, готовы были понестись им навстречу, — как старый есаул вынес две иконы благословить молодых.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Харпӑр хӑйне пурте ҫӑмӑллӑн туя пуҫларӗҫ, пӗксе ырнӑ пилӗкӗсене тӳрлетрӗҫ, тейӗн.

Напряженное выражение на лицах сменилось благодушным, все будто даже распрямились.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Урамсем тӑрӑх ҫавра тӗпек ҫӗлӗклӗ Америка матросӗсем ҫӳреҫҫӗ, шӑлавар пӗҫҫисем шалпар вӗсен, пилӗкӗсене туртӑнтарса тӑракан ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпине шӑлаварӗ ҫийӗпех йӳле янӑ.

Американские матросы бродили по улицам, в шапочках с помпонами, в клешах, в шерстяных рубашках, обтягивающих талию и свободно выпущенных на штаны.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех