Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

печӗ (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗрен вуласа тухрӗ те темиҫе пая ҫурса ҫӳп-ҫап витрине печӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Туртса пӗтернӗ сигарет тӗпне турилкке ҫине печӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Саня аллинчи чул катӑкне ҫилӗллӗн сулса ҫыран хӗррине печӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Арчине кӑларсах печӗ

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Павӑл сасартӑк вӗриленсе кайрӗ, аллинчи хӑва татӑкне ҫӑтӑр-ҫатӑр хуҫса, ҫырманалла печӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Павӑл, сӗтел хушшинчен тухса, пирус тивертсе ячӗ, анчах ӑна пӗрре ӗмсе илсенех кӑмака ҫӑварне печӗ те: — Каяс пуль, анне, клуба, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Укаҫ ҫаплах чӗнменнине кура печӗ хучӗ Тимуш:

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимушӑн хӑмла пахчи, Укаҫӑн мунчи тӑвӑл мӑшкӑлӗ пулчӗҫ: ҫил хӑмла шалчисене пурне те кӑлара-кӑлара печӗ, мунча ҫивиттине ҫырма хӗрринех кайса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Пӗтӗм бригадӑпа кунӗн-ҫӗрӗн лӑш курмасӑр ӗҫлесен те ӗлкӗрейместӗр! — хӑйӗннех печӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тиркӗн! — хӑйӗннех печӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав хӗрарӑм умӗнче тахӑш енчен хӑй айӑплӑ иккенне туйса вӑл кутӑна печӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хушнӑ ҫав, хушнӑ! — хӑйӗннех печӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шӗвӗртни тупатӑн унта, урӑх ним те мар, — хӑйӗннех печӗ Илья Семенович.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук, айванла шухӑш мар-тӑр, — хӑйӗннех печӗ Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрне ҫутса пӑхрӗ — печӗ, теприне тӗрӗслерӗ — каллех вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сардимиров вара… хӑйӗннех печӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чуна илсе ан тӑр, — ӗне еннелле чулпа печӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Амӑшӗ унӑн Илюш пирки малтанах хирӗнкеленӗччӗ — халь пуҫӗпех кутӑна печӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Унччен те пулмарӗ — урӑм-сурӑм вӑйлӑ ҫил чӑрсӑррӑн карласа килчӗ — хӗрарӑмсен кӗпе аркине шуххӑн хӑмпӑлантарчӗ, Испухановӑн карттусне ҫӗре хывса печӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Вут чӗртни вӑл — пысӑк ҫылӑх! — хӑйӗннех печӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех