Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

печӗ (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапли ҫапла пуль те, ку этемсем ман ӑса ниепле те кӗриймаҫҫӗ, — хӑйӗннех печӗ Унеҫӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран каллех ҫаврӑнса печӗ, каллех чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка ӑна итлемерӗ, тӗллесе, тепре печӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, вӗсене пулӑшса, поляксене виҫӗ хут печӗ, пӗрре те тивретеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таракансене хӳтӗлекен Ванькка пулеметран кӗске черетсемпе кӑна печӗ пулин те, лентӑри патронсем часах пӗтрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн аллисем хытӑрах та хытӑрах чӗтреҫҫӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмленчӗ; хумханса ӳксе, пӗр ҫӗрелле пӑхса, йӑлкӑшакан сӑнпа вӑл хута ҫӗрелле печӗ те ҫав самантрах пӑшалне ярса тытрӗ.

Пальцы его дрожали все сильнее, лицо потускнело; взволнованный, с блестящим остановившимся взглядом, он бросил бумагу и инстинктивно схватил ружье.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Блемер ӑшӗнче малаллах талпӑнчӗ, тара ӳкрӗ те курокне пусрӗ, ҫав самантрах Тарт та хирӗҫ печӗ, пуля Блемера йӗп пир витӗр тухнӑн шӑтарса кӗчӗ.

Блемер внутренно подался назад, вспотел, нажал спуск, и в тот же момент ответный выстрел Тарта пробил его насквозь, как игла холст.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Боцман тутине саланкӑрлӑн ҫырткаларӗ, чӑмлакне сурса печӗ.

Боцман рассеянно пожевал губами, сплюнул жвачку.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Каларӑм-ҫке сана тух пӳлӗмрен тесе, — мӑшӑрӗн аллисене сиввӗн илсе печӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пӗр хушӑ Альӑн сӑнӳкерчӗкне алӑра тытса тӑнӑ хыҫҫӑн Юра хыпалансах урайӗнчи ванчӑксене шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарса ҫӳп-ҫап карҫинккине кайса печӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Юра Аля ҫырнӑ хут таткине чӑмӑртаса карҫинккана печӗ.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Саша аллисене илсе печӗ Тоня.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хам пӳртре сысна вити тума памастӑп! — терӗ те хуняма кинӗн япалисене урайне иле-иле печӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Ман пирки хирӗҫме кирлӗ мар, Саша, — мӗскӗне печӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Агриппина шарт сиксе тӑрса, хӑйпе илсе килнӗ япалине ҫӗре илсе печӗ, хӑй каллех рукомойник патне пырса, тепӗр хут аллине ҫума тытӑнчӗ.

Агриппина вскинулась, схватила то, что принесла с собой, бросила на пол и — опять к рукомойнику, — начала во второй раз мыть руки.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шурӑгвардеецсенчен пӗри ӑна темскерпе печӗ, анчах тивертеймерӗ, тепри наганӗнчен печӗ: чӑх месерле ҫаврӑнса ӳкрӗ, сарӑ урисемпе тапкаланса илчӗ те хускалми пулчӗ.

Один из белогвардейцев запустил в нее чем-то, но промахнулся, другой выстрелил из нагана: курица перевернулась, подрыгала желтыми лапами и затихла.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Завод шахтин терриконӗ тӑррине тупӑ хӑпартса лартрӗҫ, вӑл шуррисем еннелле печӗ.

На терриконе заводской шахты установили пушку, и она стреляла в сторону белых.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька тӗллемесӗр пенӗ пекех печӗ, гильзӑсем ҫапах та пур еннелле чанкӑртатса сирпӗнчӗҫ.

Васька играл со злостью, он бил почти не целясь, и гильзы со звоном разлетались по сторонам.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тӗп пултӑр коммуна! — кӑшкӑрчӗ те Яблочко батько Митя тетене печӗ, анчах ӑна маар, хӗре лекрӗ.

Долой коммунию! — крикнул батько Яблочко и выстрелил в дядю Митяя, но попал не в него, а в девушку.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Федя иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш хут печӗ.

А Федя перезарядил и снова выстрелил, потом еще раз.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех