Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

персе (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аттене вӑтӑрмӗш ҫулта пуянсем персе вӗлернӗ, аннене хӗнесе амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Княҫ ӑна пӗр-пӗр улахрах ҫӗрте персе пӑрахассӑнах туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Персе вӗлер ҫак Ульянова, Россия императорӗ миллион тенкӗ ылтӑн парать сана уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

— Кӗтетӗп, — персе ятӑм, — хам та сисмесӗрех.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Анчах пӗррехинче, разведкӑна кайсан, йывӑр аманнӑ Гришӑпа Валентинӑна нимӗҫсем тыткӑна илнӗ те, ял хӗрринчи шурӑ хурӑн ҫумне ҫыхса тӑратса, персе вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ӑна мӗнле персе вӗлернине каласа пар!» — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав хӗр Моисеева мар, мӗншӗн тесен вӑл Моисеевӑна паллать, ӑна партизансемпе ҫыхӑну тытнӑшӑн унчченех персе пӑрахнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ӗнер тыткӑна лекнӗ пирӗн салтаксене хӑвӑр персе вӗлерни ҫинчен тӗплӗнрех каласа парӑр-ха?» — терӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ҫырмара вилнӗ ҫынсем выртаҫҫӗ, вӗсене тинтерех персе пӑрахнӑ пулмалла, — лайӑххӑн сивӗнсе те ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпир нихӑшне те чӗнменччӗ, анчах вӗсем, килсе тулчӗҫ те пире ҫакса, касса, ҫунтарса, персе вӗлерме тытӑнчӗҫ, эпир юн тӑкса илнӗ ирӗклӗхе пӗтерсе лартма хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑйсӑрланнӑ кайӑк сывлӑшалла пӗрре ҫӗкленнӗ те каллех ҫӗрелле персе аннӑ, унтан каллех ҫӗкленнӗ, татах ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Акӑ пире пулӑшакан та пур ӗнтӗ, — персе ячӗ Валентина, сывлӑх сунма астумасӑрах.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Броньӑна та персе шӑтараҫҫӗ, ҫунтараҫҫӗ, анчах «мӗнпе ӗнентерӗн» сӑмаха… — Алексей шухӑша кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Каҫар, Светлана, эпӗ йӑнӑш персе ятӑм, — хӗрелсе кайрӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тепӗр чухне эсӗ те ӑслӑ сӑмахах персе яраканччӗ, — кулса ячӗҫ хӗрсем, Валентинӑна икӗ хулӗнчен те ярса тытса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

1987 ҫулта унӑн «Тӗллеве тӗп туни» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ, унта СССР сывлӑш уҫлӑхне пӑснине пула совет ҫар ҫыннисем 1983 ҫулта персе антарнӑ граждан самолечӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

В 1987 году свет увидела его книга «Цель уничтожена» о гражданском самолёте, сбитом советскими военными в 1983 году из-за нарушения воздушного пространства СССР.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Анчах ҫак сигнал хыҫҫӑн 37-мм тупӑн корма комендорӗ асӑрхамасӑр тӑшмана хирӗҫ 2 граната персе янӑ.

Но после этого сигнала комендор кормовой 37-мм пушки нечаянно выпустил по противнику 2 гранаты.

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Тилли юррисенче час-часах «шурӑ» тени ӑнсӑртран персе янӑ сӑмах мар, чӑваш пурнӑҫне палӑртакан паллӑсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак вӑхӑтра кит тытакансем пысӑках мар парӑс карапсемпе усӑ курнӑ, шыври чӗрчуна кӗсменлӗ шлюпкӑран гарпунсемпе персе тытнӑ.

Все это время китобои использовали небольшие парусные суда и поражали свою добычу гарпунами с гребных шлюпок.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Хӑранипе фотоаппаратне хӗвне персе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех