Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паҫӑрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑрах чӑмласа ҫӑтса янӑ апат каялла тухма пуҫланӑн, пырне тем ларнӑн, ҫине-ҫинех лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ҫӑтать сурчӑкне вӑрманҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паҫӑрах ҫавӑтса кайрӗҫ-и ӑна? — тет.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Паҫӑрах каларӑм, халь ӑна нимӗнпе те хумхантарма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эпӗ сире паҫӑрах Атӑл хӗрринче курнӑччӗ, — мухмӑрлӑрах сасӑпа калаҫма пуҫларӗ Алексей, — сирӗн пата пыма хӑяймарӑм…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эпӗ Владимир Петровича паҫӑрах йӑлтах пӗлтересшӗнччӗ, анчах вӑл тухса кайса ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Паҫӑрах кайрӗ-и? — ыйтнӑ унтан учительсем.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Апла каҫхи апатне паҫӑрах ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паҫӑрах кӗтнӗччӗ ҫак сӑмахсене Укань, юратать ҫав ҫынсем хӑйне ӑшшӑн кӗтсе илнине, мӗн тесен те, ялта пӗр ҫын-ҫке-ха, юмӑҫ ӑстисем урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана унта, клубра, паҫӑрах хура хӗр кӗтсе ларать, — картсем ҫинчен куҫне илмесӗр мӑкӑртатрӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Роза ӗнене паҫӑрах сурӗ, карта хыҫнелле ҫиме кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук тусӗ паҫӑрах вӑраннӑ ҫеҫ мар, тен, кӗҫӗрхи ҫӗре пӗр чӗрӗм ыйхӑ тумасӑр ирттернине те тавҫӑрчӗ, Ахальтен-и куҫӗсем хӗрелсе тӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑрах вӑраннӑ, тӑрас килменнипе ҫеҫ выртрӑм, — ассӑн сывласа хуравларӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем тӗпелте нимӗн те ҫуккине паҫӑрах курнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурма ҫӗр те паҫӑрах иртнӗ ӗнтӗ, мӗн шыраса ҫӳрет ку ҫын…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑмпа Верук та паҫӑрах вӑранса пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепри пулсан паҫӑрах ярса тытӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑрах ҫак урапа ҫине лармалла пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Паҫӑрах ҫапла каламаллаччӗ те, — сасартӑк йӑвашланчӗ Раман, — тупнӑ ДОСААФ билечӗпе хӑратма.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Паҫӑрах ҫапла каламалла та, — каччӑ аллине тытса чӑмӑртарӗ парторг.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Сана паҫӑрах асӑрхарӑм, — сапаланнӑ ҫӳҫне майларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех