Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паянах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ефим Егорович, эпӗ паянах ӗҫе тытӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эпӗ анне вырӑнне ӗҫлеме килтӗм, енчен те эсир мана хӑвӑр йыша йышӑнсан, паянах ӗҫе пуҫӑнас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Леш ҫынни ҫакӑнтах тӑрать пуль, вӑл Маринене ярса тытӗ те паянах илсе кайӗ».

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Сире паянах ӑна куҫарма мӗн кирлине хатӗрлеме ыйтатӑп.

И попрошу, чтобы уже сегодня вы приготовили все необходимое для его перевода.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ырантан пуҫласа, ырана та хӑварма кирлӗ мар, паянах гранатӑсем валли капсюльсем тӑвас ӗҫе чарса лартма тӑрӑшас пулать.

С завтрашнего дня, даже уже сегодня нужно воспрепятствовать производству капсюлей для гранат.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вунӑ ҫул вӗреннӗ, хӑйӗнне хӑй аван пӗлет, — ӑнлантаратӑп Хӗветура инкене, — паянах института кайса хучӗсене патӑр, экзаменсене тӗплӗн хатӗрлентӗр, вара кӗме те пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

— Эсӗ хӑв килӗшсен, эпӗ санӑн арӑмна паянах пулӑшма пултаратӑп, ман патӑмра кадрсен пайӗнче инспекторта ӗҫлетӗр вӑл, нимех те туса ывӑнас ҫук унта.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

— Пуйӑс ыран ирех каять, ҫавӑнпа, Таня, паянах сыв пуллашар.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паянах хула библиотекине кайса шыратӑп! — савӑнса пӗлтерчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ хам та паянах унта пулӑттӑм, анчах мана халлӗхе ҫамрӑк тесе илмеҫҫӗ, — терӗ Аркадий, юлташӗсем ҫине тӳрӗ пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл мана: «Манӑн ыран лесничествӑна пухӑва каймалла-ха, ҫавӑнпа паянах пур ҫӗре те ҫитсе курар, манӑн вунпилӗк квартал ҫеҫ! 1448 гектар», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Васкатӑр пулсан, паянах ҫитсе хӑшне-пӗрне курма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Саланчӗҫ пулсан, саланччӑр! Татах килӗҫ. Пачӑшкине ҫавӑрма та нимех мар. Акӑ, паянах каятӑп та мирлешсе пӗрер черкке эрех ӗҫӗпӗр», — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лаврентий атте, ача ятне эпир паянах хурасшӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӗрремӗш ывӑлах ҫак тери намӑса кӗртме парас марччӗ. Мӗнле пулсан та ятне паянах хурасчӗ. Анчах ун чухлӗ укҫа ӑҫтан тупас-ха?»

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паянах мар-ха…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паянах баржа ҫине каймастӑн пулӗ те?.. — арӑмӗ хутне кӗрсе шӳтлерӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳҫне шӑлса: — Ух, эсӗ, ача! Йӑлтах каччӑ пулнӑ. Паянах авлантарма юрать! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Суятӑн, паянах парса тататӑн!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ мана парӑмлӑ укҫана паянах кӳрсе паратӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех