Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пашкаса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрне каялла илсе кайма тесе ир-ирех пашкаса ҫитнӗ Мӗкӗте пиччепе унӑн арӑмне, Верук инкене, Мерченсен килӗнче ҫӗрле мӗн пулса мӗн иртнине каласа парса, лаках лартрӗҫ ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ак хайхисем-майхисем пашкаса чупса ҫитсе кӗчӗҫ Тимушсен садне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Сехри хӑпнӑ Ментти кивӗ хуланалла вӗҫтерчӗ, часах Шӗмертен ҫурчӗ умне пашкаса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Чӗпӗсем пуҫӗсене ҫӗклемесӗр пашкаса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ ташлама чарӑнчӗ кӑна, купӑсҫӑ умне Ҫӗпритун почтальон вӗҫнӗ пек тухрӗ, кӑшт пӗшкӗнчӗ те аттисене, чӗркуҫҫисене, кӑкӑрне ҫат-ҫат ҫапса, илемлӗ кӗвӗ кӑларса тӑчӗ, унтан ҫӗрте кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ, анчах иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсанах ҫӗкленчӗ те, пашкаса, чӗрине тытса, кулкаласа: «Эх, ватӑлтӑм ҫав, ма хӑть хӗрӗхре ҫеҫ мар-ши», — текелесе, хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ак ӗнтӗ Пурис халь-халь арҫын патне пашкаса, пӑсланса, ыткӑнса пырса ҫитӗ, тен, хӑй савӑнӑҫне пытараймасӑр, ӑна ҫупӑрласа та илӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав вӑхӑтра йӗре-йӗре анне пашкаса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫав вӑхӑтра, сывламасӑр тенӗ пек, пашкаса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепри, сывлӑш пӳлӗннипе тарӑхса пулӗ, хыҫлӑ пукан ҫине ӳпӗнсе ларнӑ, сайра хутра ассӑн пашкаса илет, унӑн пичӗ-куҫӗсем тӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗчӗкҫеҫ пӑравус, хӑйне кура мар пысӑк трубаллӑскер, вӑрӑмах мар состава аран-аран пашкаса туртса килет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ сӗтел патне таврӑнасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра, ҫынсен ушкӑнӗнче такама пӑхкаласа, ман пата укаллӑ пиҫиххиллӗ чӑпар кӗпе тӑхӑннӑ, ҫурма маскӑллӑ хӗрарӑм пашкаса пырса тӑчӗ.

Я хотел вернуться к столу, как, оглядываясь на кого-то в толпе, ко мне быстро подошла женщина в пестром платье, отделанном позументами, и в полумаске.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эсир вара? — хӗр хаваслӑн кулса ячӗ, хӑй хӑвӑрт сиктерсе килнӗрен пашкаса сывлать.

— А вы? — спросила она с веселым смехом, запыхавшись от быстрой езды.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ку — мӗн пурри пӗтӗмпех тата нимӗн те, ӑнӑҫу тӗлӗшпе иккӗленӳ, ҫав хушӑрах вӑл чӑна тухасса тилӗрӳллӗн шану-ӗненӳ, тӗрмере ларуҫӑн ҫара алӑпа тухса тарнӑ тата ҫичӗ зарядлӑ револьвер тупнӑ хыҫҫӑнхи пылак минрешӗвӗ, кӑмӑл-туйӑмӑн ӑнтӑлуллӑ чуппи; Горнӑн пашкаса куҫакан чунӗ пуласлӑха тытса пӑхма-хыпашлама хыпаланать, ҫав вӑхӑтрах кӗлетки, ӗшенӗве туймискер, уттине васкатать.

Это было все и ничто, сомнение в удаче и яростная уверенность в ней, чувство узника, с голыми руками покинувшего тюрьму и нашедшего семизарядный револьвер, стремительный бег желаний; запыхавшаяся душа его торопилась осязать будущее, в то время как тело, нечувствительное к усталости, ускоряло шаги.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Пулчӗ те… — терӗ Гент пашкаса.

— Все, — сказал Гент, тяжело дыша.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент «Курман» теме ҫӑвар уҫасшӑнччӗ ҫеҫ — пашкаса ҫитнӗ Цаупере ӑна аллинчен картах туртрӗ.

Гент уже открыл рот, чтобы сказать: «нет», как Цаупере, бывший тут, сильно дернул его за руку.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хал пӗтсе пынӑ май вӑл, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ аптӑрипе пашкаса сывлакан Ионӑна кӑкӑрӗнчен нимӗне пӗлмесӗр темиҫе хутчен тӑрӑнтарнӑ.

И она, теряя силы, почти без памяти, почувствовала в руке зажатое шило и стала колоть им в часто дышащую грудь Ионы.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл пашкаса сывлать, анчах хӑй питӗ савӑннӑ, хӗпӗртесе кайса калаҫать:

Он запыхался, но был очень весел и не переставал восхищаться:

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Шӑп ҫав вӑхӑтра ун патне Лина пашкаса чупса ҫитрӗ.

И тут к нему подлетела запыхавшаяся Лина.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Алӑкран кӗнӗ чух вӑл пашкаса сывлатчӗ ӗнтӗ.

Войдя в дом, она никак не могла отдышаться.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ҫав самантрах вӑранчӗ те урапа умӗнче хитре кӑвак форма тӑхӑннӑ хӑвӑрт чупнӑран пашкаса сывлакан Альфреда асӑрхарӗ.

Но он тут же проснулся и увидел, что Альфред стоит у брички в красивой синей форме, всё ещё не отдышавшись от быстрого бега.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех