Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Турӑ мана йӗркесӗр ҫын аллине пачӗ, ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине ӳкерчӗ.11. Предал меня Бог беззаконнику и в руки нечестивым бросил меня.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа пачӗ, Ҫӳлхуҫа илчӗ; [Ҫӳлхуҫана мӗнле кирлӗ пулнӑ, ҫапла пулнӑ, ҫапла пулчӗ те;] Ҫӳлхуҫа ячӗ мухтавлӑ пултӑр! тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн пухӑвунта Ахиор мӗн каланине эпир илтнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем ӑна чӗрӗ хӑварчӗҫ те, вӑл пире сана мӗн каланине йӑлтах каласа пачӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара пӗтӗм халӑх — ҫитӗннӗ яшсем, арӑмсем, пӗчӗк ачасем — Озияпа хула пуҫлӑхӗсем патне пуҫтарӑннӑ, хыттӑн макӑра-макӑра аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: 24. пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑртине Турӑ татса патӑр; Ассур ывӑлӗсене килӗшӳ сӗнмесӗр эсир пирӗншӗн питех те пысӑк тӗрӗсмарлӑх турӑр; 25. халь ӗнтӗ пире пулӑшакан ҫук: Турӑ пире тӑшман аллине пачӗ, эпир шывсӑр антӑхса хӑрушла вилӗмпе пӗтӗпӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ывӑлӗ каланӑ: аттем, эпӗ, ӑна хам илсе килнӗ пурлӑхӑн ҫуррине парсассӑн та, тӑкак тӳсмӗп, 3. мӗншӗн тесессӗн вӑл мана сан патна сывӑ халлӗн илсе ҫитерчӗ, манӑн арӑма сыватрӗ, кӗмӗлӗме илсе килсе пачӗ, санӑн куҫна та сиплерӗ, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара ҫав кун пысӑк парнесем кӳтӗмӗр, савӑнтӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ вӗсене пысӑк савӑнӑҫ пачӗ.43. И приносили в тот день большие жертвы и веселились, потому что Бог дал им великую радость.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша мана ҫав ҫырусене ҫырса пачӗ, мӗншӗн тесессӗн ман ҫинче ӗнтӗ Туррӑмӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли тӑнӑ.И дал мне царь, так как благодеющая рука Бога моего была надо мною.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӗске вӑхӑтлӑха ырӑлӑх пачӗ, Вӑл, пирӗн халӑхӑн йӑлкӑмне сыхласа хӑварса, пире Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫинче тӗпленме ирӗк пачӗ, Туррӑмӑр пирӗн куҫсене ҫуталтарчӗ, чуралӑхра йӑл илме пачӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӳрре кӑларса, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 2. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 23. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Шафан ҫыруҫӑ патшана тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ.18. И также донес Шафан писец царю, говоря: книгу дал мне Хелкия священник.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Садок кил-йышӗнчен тухнӑ аслӑ священник Азария ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫавӑнтанпа, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем илсе килме тытӑннӑранпа, эпир тӑраниччен ҫисе пурӑнтӑмӑр, темӗн чухлӗ юлчӗ те, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне пиллӗх пачӗ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Самарие каякан ҫар умне тухса тӑнӑ та каланӑ: акӑ аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, иудейсене ҫилленсе, вӗсене сирӗн алла пачӗ, эсир вара вӗсене тилӗрсе кайсах ҫӗмӗртӗр, ӗнтӗ ҫав хаярлӑх тӳпенех ҫитрӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та ун чухне эсӗ Ҫӳлхуҫа пулӑшасса шанса тӑтӑн та, Вӑл вӗсене сан аллуна пачӗ, 9. мӗншӗн тесессӗн Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗрӗмӗр халлӗхе пирӗн-ха, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шыраса тупрӑмӑр: эпир Ӑна шыраса тупрӑмӑр та, Вӑл пире пур енчен те тӑнӑҫлӑх пачӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ, 5. манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ, 6. вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп, 7. Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑйӗн халӑхне канлӗх пачӗ те ӑна Иерусалимра ӗмӗрлӗхе тӗплентерчӗ, 26. малашне левитсен кӗлӗ чатӑрне тата унӑн япалисене, кӗлӗ тунӑ чухне кирлӗ япаласене, ҫӗклесе ҫӳремелле пулмӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ман аллӑма пачӗ те, ҫӗр Ҫӳлхуҫана тата Унӑн халӑхне парӑнчӗ.потому что Он предал в руки мои жителей земли, и покорилась земля пред Господом и пред народом Его.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Шафан ҫыруҫӑ тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ.10. И донес Шафан писец царю, говоря: книгу дал мне Хелкия священник.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.