Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫа арӑмӗ чашӑк ҫине пӑртак ашпа ҫӑкӑр турарӗ те ӑна ман умма лартса пачӗ.

Фермерша отрезала ломтик говядины, накрошила хлеб в тарелку и поставила ее передо мной.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Альфредах Эмиле пӑшал ӑсталаса пачӗ.

Альфред смастерил Эмилю ружьё.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Палаткӑра ытлашши ҫутах мар та хайхи хӗрарӑм хӑйне Эмиль чӑн-чӑн пӑшал пачӗ тесе шутларӗ пулас.

В полутьме палатки было трудно что-либо разглядеть, и дама решила, что Эмиль дал ей настоящее ружьё, такое, которое стреляет.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗскӗнскер пӗтӗм укҫине ҫӑхана тӑсса пама хатӗрччӗ, анчах ҫак вӑхӑтра Эмиль ӑна хӑйӗн пӑшалне тӑсса пачӗ.

Бедняжка уже протянула было всю выручку Ворону, но тут Эмиль сунул ей в руки свой ружарик.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл хӑйӗн лашине Маркоса тӑратнӑ йывӑҫ ҫумнех ҫыхрӗ те урапаран пӗр ҫӗклем утӑ хурса пачӗ.

Он привязал её к тому же дереву, где стоял Маркус, и достал ей из брички охапку сена.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Хырӑмри укҫуна кичем ан пултӑр тата вӑл сан хырӑмлӑхна шӑйӑрса ан пӗтертӗр тесен пӗр пилӗк булка ҫитермелле пуль сана, — тесе сӗнӳ пачӗ тухтӑр.

— Тебе хорошо бы съесть штук пять сдобных булочек, — продолжал доктор, — чтобы монетка не скучала в одиночестве и не поцарапала тебе желудок.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ те вӑл енчӗк туртса кӑларчӗ те тимӗр укҫа кӑларса Эмиле тӑсса пачӗ.

Он тут же вынул кошелёк, достал монетку и протянул её Эмилю.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн хутора вӑл икерчӗллӗ хутор тесе ят пачӗ.

Блинным он назвал хутор поэтому.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл капитана ман ҫинчен пит ырласа каласа пачӗ.

Который дал капитану обо мне самый благоприятный отзыв.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Его величество мана парнене аллӑ енчӗк укҫа (кашни енчӗкӗнче икшер ҫӗр спругчӗ) тата хӑйӗн пӗтӗм пӗвӗпех ӳкерттернӗ портретне пачӗ.

Его величество подарил мне пятьдесят кошельков с двумястами спругов в каждом и свой портрет во весь рост.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пӗлместӗп ӗнтӗ, терӗм: пӳлӗхҫӗ те ман телее, те инкеке ку кимме мана ярса пачӗ, анчах тем ҫав тери хӑватлӑ икӗ монарх хушшинче хирӗҫтерекен япала пулса тӑриччен хам пуҫа шеллемесӗрех океан аллине пама хатӗр, терӗм.

Не знаю, прибавил я, на счастье или на горе судьба послала мне это судно, но я решил лучше отдать себя на волю океана, чем служить поводом раздора между двумя столь могущественными монархами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак ответпа посол Лилипутие таврӑннӑ; Блефуску императорӗ мӗн пулни ҫинчен мана пӗтӗмпех каласа пачӗ.

С этим ответом посланный возвратился в Лилипутию, и монарх Блефуску сообщил мне все, что произошло.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл сире тӑрантарса усрама хыснана пит йывӑр килнине пухӑва кӑтартса пачӗ те, хысна часах пӗтмеллипех пӗтсе ларать, терӗ.

Он представил собранию, каким тяжким бременем ложится на казну ваше содержание, и заявил, что скоро она будет доведена до полного оскудения.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Его величество ман пата хӑнана пыни Флимнапшӑн мана император умӗнче куҫран ӳкерме йӳтӗм пачӗ пулӗ, тесе шутлатӑп.

У меня есть основания думать, что это посещение его величества дало повод Флимнапу уронить меня в глазах императора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Халӗ ӗнтӗ мана столяр ӗҫне тума вӗренни пысӑк усӑ пачӗ: король паркӗнчи чи пысӑк йывӑҫсене касса хама валли тыткалама лайӑх сӗтелпе пукан турӑм.

Теперь мои навыки в столярном искусстве сослужили мне большую службу: из самых больших деревьев королевского парка я сделал себе довольно удобные стол и стул.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫырана тухсан, аслӑ император мана тӗрлӗ майлӑ мухтаса пӗтерчӗ, ҫавӑнтах мана патшалӑхри чи аслӑ нардак титулне пачӗ.

Когда я вышел на берег, великий монарх осыпал меня всяческими похвалами и тут же пожаловал мне титул нардака, самый высокий в государстве.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хама ирӗке кӑларма ыйтса ҫав тери нумай прошенисемпе докладнӑй запискӑсем панӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен император ыйтӑва малтан министрсене сӳтсе явма пачӗ, унтан государство советне тӑратрӗ.

Я подал императору столько прошений и докладных записок о даровании мне свободы, что его величество поставил наконец вопрос на обсуждение министров, а потом государственного совета.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл майрине темӗн чул тархасланӑ хыҫҫӑн, лешӗ хӑйне чатӑр карнӑ креслипех ҫӗклесе площадкӑран икӗ ярдра тытса тӑма ирӗк пачӗ.

С большим трудом ему удалось убедить императрицу разрешить мне подержать ее в закрытом кресле на расстоянии двух ярдов от площадки,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ухтарнӑ вӑхӑтра вӑл пӗрмаях хӑйне йӑваш тытрӗ тата сирӗн величество хушнисене тӑвакансене тивӗҫлӗ чыс пачӗ.

Во все время обыска он держал себя вежливо и с подобающим почтением к исполнителям приказаний вашего величества.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпир ку унӑн турриех пулӗ тетпӗр, мӗншӗн тесен Ту-Этем пире: унпа канашламасӑр сайра хутра ҫеҫ мӗн те пулин тӑватӑп, тесе ӑнлантарса пачӗ (эпир вӑл каланине тӗрӗс ӑнлантӑмӑр пулсан).

Мы лично склоняемся к последнему мнению, потому что Человек-Гора сказал нам (если мы правильно поняли его слова), что он редко делает что-нибудь, не советуясь с ним.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех