Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коллекцие 40 000 ҫул каялла туса хунӑ Австрали аборигенӗсен чул ҫинчи ӳкерчӗксем, асмат йывӑҫҫинчен касса кӑларнӑ 4,6 м ҫӳллӗш юпасен ушкӑнӗ, Клаус Перлс антиквар музее парнеленӗ Бенин патшалӑхӗн патшисен харпӑр тата церемони япалисен пуххин экспоначӗсем кӗреҫҫӗ.
Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)
X ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кунта мадьярсем килнӗ хыҫҫӑн Эстергом темиҫе теҫетке ҫул иртсен Геза аслӑ кнеҫӗн резиденцийӗ, унсӑр пуҫне XII ӗмӗрччен — венгр патшисен резиденцисенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC
Каярахпа перс патшалӑхӗ 2500 ҫул тултарнине уявлама хатӗрлекен канашӗн председателӗ Асадолла Алам башньӑна Дарвазэ-е Шаханшахи ят пама сӗннӗ, куҫарсан вӑл Патша Патшисен Хапхи тенине пӗлтерет.
Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8
Вырӑс патшисен умӗнче йӳрӗк те йӑпӑлти вӑл, хӑй тума пултарайман ӗҫе те тума хатӗр, ятпа та чинпа кӗҫӗнрех шутланакан ҫынсем умӗнче — вӗҫкӗн те чарусӑр, каппайчӑк та тӳрккес.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах Хусан патшисен шӑпи пит ӑрӑслӑ пулакан мар.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫав вӑхӑтра Австри патшисен Шенбруннри дворецӗнче Наполеон пулнӑ, кунта граф Врбна Наполеон хушнисене пурӑнӑҫа кӗртме сӑмах панӑ.где во дворце австрийских монархов расположился Наполеон, и выразил готовность выполнять его волю.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫӗнӗ ушкӑнсенчен пӗрисем Итали патшисен союзне туса, ун пуҫне папӑна лартма сӗннӗ, теприсем Италипе пӗрлештерсе влаҫа Пьемонт корольне пама сӗннӗ, мӗншӗн тесен вӑл Италири мӗнпур патшасенчен вӑйлӑраххи тата никама пӑхӑнманни пулнӑ.
2 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Карбонарисем австриецсене хӑваласа кӑларса, Итали патшисен влаҫне пӳлсе пӗчӗклетме тӑрӑшнӑ.Карбонарии, изгнав австрийцев, стремились уменьшить власть итальянских владык.
2 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Итали патшисен нимӗнпе те пӳлмен власть пулнӑ.
2 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Ку вӑл Казонде патшисен корони.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӗсем Нилӑн тури пайӗнчи хӑш-пӗр халӑх патшисен ҫарӗн ҫур пайӗ шутланаҫҫӗ.У некоторых народов в верховьях Нила они составляют половину войск африканских царьков.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пичӗ ун шуранка пулнӑ, тути — йӑм-хӗрлӗ хӑю евӗр; хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫӗ тӗм-хура, унра, Аэрмон хысакӗн тӗксӗм тӳпинчен ӳкекен ту шывӗсен кӗмӗл ҫипписем пек, кӑвак тӗс — ӑслӑлӑх эрешӗ — йӑлтӑртатнӑ; Ассири патшисен йӑлине вӗтӗ-вӗтӗ йӗрсемпе пӗр тикӗссӗн пӗтӗрттере-пӗтӗрттере кӑтралатнӑ хура сухалӗнче те кӑвак пӗрчӗсем ялтӑранӑ унӑн.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
9. Халӗ ӗнтӗ вӗсем Манран аташса ҫӳреме пӑрахӗҫ, патшисен виллисене аякка куҫарӗҫ, вара Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсем хушшинче пурӑнӑп.9. А теперь они удалят от Меня блужение свое и трупы царей своих, и Я буду жить среди них во веки.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ Манӑн аслӑ пукан вырӑнӗ, Манӑн ура саккийӗн вырӑнӗ, Эпӗ кунта ӗмӗр-ӗмӗрех Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп; Израиль килӗ, — вӗсем те, вӗсенӗн патшисем те, — суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сӑрчӗсем ҫине пытарса Манӑн ятӑма урӑх ирсӗрлемӗҫ, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн ятупа нумай халӑха сехӗрлентерӗп, вӗсен патшисен умӗнче Хамӑн хӗҫӗме силлесессӗн, сан ҫинчен илтсе, вӗсем ҫӳҫенсе илӗҫ те эсӗ пӗтес кун самантсерен хӑйсен чунӗшӗн чӗтресе тӑрӗҫ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗмренӗрсене хӑйрӑр, йӗннӗрсене тултарӑр! Ҫӳлхуҫа Миди патшисен чун хавалне хускатса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Вавилона хирӗҫ тӑма шухӑшласа хунӑ — Вӑл ӑна пӗтересшӗн; ку вӑл Ҫӳлхуҫа тавӑрни, Хӑйӗн Ҫурчӗшӗн тавӑрни пулать.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать: 5. унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хулан мӗнпур пуянлӑхне, мӗнпур пурлӑхне, унӑн мӗнпур хаклӑ йышши япалине, Иудея патшисен пӗтӗм мулне — йӑлтах тӑшманӗсен аллине парӑп, вӗсене ҫаратса-тустарса пӗтерӗҫ те Вавилона ӑсатӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иерусалим ҫурчӗсем те, Иудея патшисен ҫурчӗсем те Тофет вырӑнӗ пекех ирсӗрленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн мӗнпур ҫурт тӑрринче ҫӳлти ҫара тӗтӗреҫҫӗ, ют турӑсене эрех кӳреҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Иуда патшисен шӑммисене те, унӑн улпучӗсен шӑммисене те, священниксен шӑммисене те, пророксен шӑммисене те, Иерусалимра пурӑннӑ ҫынсен шӑммисене те хӑйсен тупӑклӑхӗнчен кӑларса ывӑтӗҫ; 2. вӗсене хӑйсем юратнӑ, пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, хӑйсем шыранӑ тата пуҫҫапнӑ хӗвелпе уйӑх умне, мӗнпур ҫӳлти ҫар умне сапаласа тӑкӗҫ; вӗсене пуҫтармӗҫ те, пытармӗҫ те: ҫӗр ҫинче вӗсем тислӗк пулӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2