Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пасарне (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питомникри ватӑсен хӑш колхозра мӗнле, ӑҫта лартнине тата калчисем ют вырӑнта мӗнле ӳснине питӗ пӗлесшӗнччӗ, Нурӑс пасарне килекен хӗрарӑмсенчен чарсах ыйтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пӗр-ик эрнерен каллех ҫӗнӗ ҫӑпата йӑтса вырсарни пасарне утатӑн.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Ваше благороди, эпир унашкал ҫылӑхлӑ ӗҫ тума мар, пасарне те Хура кӗпер патӗнчен кайман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каласа пар-ха, Кармӑш пасарне кайнӑ чухне мӗн тунӑ эсир?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм кумпа Кармӑш пасарне кайса пӑхас тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан пӗрре ҫапла Ҫӗпрел пасарне кайрӑм та пӑхатӑп — хайхи тутар пирӗн лашасене виҫӗ хут хаклӑрах сутать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳршӗри шӑмӑршӑсем вара Шӑхрана та пӑч-пач кӑна килкелесе каяҫҫӗ: килти нушана йӳнеҫтерме вӗсем е Юхма пасарне ҫӳреҫҫӗ, е Чӗмпӗре каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс Хусан пасарне пӗрре те пулин ҫитсе курнӑ-и, стрелецкий голова?

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Булак шывне, Кабан кӳллине асӑнатчӗҫ ялан тутарсем, Хусан пасарне мухтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепрехинче ҫырлине пӗр чӗрес, тепӗр витре татса килчӗ те сутма Ҫӗмӗрле пасарне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ентрей пасарне кайса сутса ҫӑнӑх илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пасарне кайманни те пӗр ӗмӗр ӗнтӗ?»

Да и на базаре-то я, почитай, не был с коих пор…

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишек пасарне кайса шӑлтӑрма, йӗп, хӗҫ илсе килнӗ.

Привез с ишакского базара блок, иглы, бердо…

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сутуҫ вӗсене темиҫе эрнелӗхе япала йӑтма, лавсем пушатма тарҫа тытрӗ те, пӗр ирхине Ахтупайпа Нургали шавласа-кӗрлесе тӑракан Хусан пасарне пырса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑваш халӑхӗ «Сурхури», «Кӑшарни», «Ҫӑварни», «Ҫимӗк», «Киремет карти» (кунта ӗлӗкхи Кавал пасарне те кӗртме юрать) йышши чылай пысӑк уявсенче тӳсӗмлӗх, ҫаврӑнӑҫулӑх, тавҫӑрулӑх, вӑй-хал виҫмелли ӑмӑртусем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

— Курнӑ эп, Хусан пасарне кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе лаша илсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таврари сунарҫӑсен ытлашши тир тупӑнчӗ — вӗсем ӑна сутма вырӑс пасарне каяҫҫӗ, килте тыткалама тимӗртен тунӑ ӑпӑр-тапӑр кирлӗ — ӑна никамран та мар, ялсем тӑрӑх ҫӳрекен вырӑс ӑстисенчен илсе юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сухаревка пасарне ҫула май кӗрсе тухам терӗм.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӗнӗ фермер пасарне ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

Новый фермерский рынок в торжественной обстановке будет открыт завтра.

Шупашкарта ҫӗнӗ пасар ӗҫлеме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32294.html

Элентей кӗлетри мӗн пур тире вырӑс пасарне кайса сутса укҫине мана пырса парать.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех