Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пасара (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улттӑмӗш теҫетке ӗнтӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем Шупашкарти тӗп пасара тавар туянма, сутма ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Кашни вырсарникун эпир пӗрле пасара тухаттӑмӑр, туянмалли ӑпӑр-тапӑрсене пӗрле канашласа туянаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кам пасара, кам больницӑна…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫи-пуҫне те Ҫимӗке е пасара каясла тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пасара ҫӳреме ерҫетӗн-им халь? — сӑн-питне тӗксӗмлетрӗ Елен.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кӑҫал эпӗ пасара тухман та, киле килсех илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ӗнене, ӑна, килӗшмесен, пасара илсе тух та сутса яр.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

— Варуҫ пасара кайсаччӗ, кӗҫех килмелле.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ашшӗпе пасара ҫӳресе кӑшт вырӑсла калаҫма вӗреннӗ.

Ездила с отцом на рынок да там и научилась.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Пасара пыракансем, кӗрен-тухан ҫамрӑксем ҫине пӗрре тӗшмӗртсе, тепре шиклӗн, шанмасӑртараххӑн пӑхкаласа илеҫҫӗ (ку сехет такам кӗсйинчен йӑкӑртнӑскер мар-ши тесе иккӗленеҫҫӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, пасара кӗмелли алӑк ҫывӑхнерех тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пасара кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лена амӑшне валли кучченеҫсем илес шутпа пасара анчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрре тата Сергей килтен Хусана килчӗ те Иванӑн духовнӑй семинарири формӑллӑ тужуркипе брюкине сутас шутпа пасара кайса кун ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ялан килӗнче чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, сысна ҫури ӳстерет, пӗр вӗҫӗмсӗр пасара йӑкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Вӑл кашни пасара кӗнеке сутма ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Таврари кашни пасара тенӗ пек вырсарникунсенче кӗнеке сутма тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сахрун мучи пасара улма сутма кайрӗ, ачасем урама тухса чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Иртнӗ пасара ансан, Санюк аппуна тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех