Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анук паян Атӑлкассинче пасар пухӑнмаллине аса илчӗ те унта кайса лашапа вӑрлӑх илме шут тытрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗрре эпӗ те, выляса пӑхас тесе, Макспа тӗп пасар ҫумӗнче вырнаҫнӑ общежитин хӗрлӗ кӗтесне кайрӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Йӗркеллӗ ҫын ҫак вӑхӑтра килте тӑрмашать, пасар тӑрӑх ҫӑвар карса ҫӳремест.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Чӑнах та, пасар пӗр кӗтессинче вӑйсӑррӑн: Юхма тӑрӑх вӗлтӗрен, Шӑтсан йӗтӗн пулмӗ-ши? Пӗтӗрсен пурҫӑн пулмӗ-ши? Тӗртсен китай пулмӗ-ши? — тесе ӗнӗрлени илтӗнет.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Вӑраххӑн-вӑраххӑн, пасар хупӑнас умӗн ҫеҫ, тавар сутӑнса пӗтрӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Пӗрремӗш хут килнӗ ачана пасар анратсах ячӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Ҫул малалла Петров урамӗпе тӗп пасар патнелле выртрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл тӗрлӗ ҫулсенче Аслӑ Чурачӑк, Кӗтне Пасар ялӗсенче физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентнӗ.
Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/
Тухтӑрсемпе фельдшерсем урамсене, ҫӑлсене, пасар вырӑнӗсене, площадьсене тирпейлӗ те таса тытасси, чирлӗ ҫынсен япалине дезинфекцилесси ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Кил патне ҫитесси нумай та юлманччӗ, пасар хыҫӗнчи пӗр урамра, тахӑш ҫурт хыҫӗнчен, ун умне, иккӗн тухса тӑчӗҫ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ачисем, мӑнукӗсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, ҫанталӑк пирки калаҫрӗҫ, пасар пирки каласа пачӗ.Про детей-внуков спросила, о погоде поговорили, про рынок рассказала.
Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386
Пасар ӑнчӗ-и?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗчӗк пасар Винокуров урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8
Ҫавӑнпа та малашне пӗчӗк пасар йӗркелесшӗн кунта.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8
Вӗсенчен пӗри – хушма хуҫалӑхри тавара сутмалли пасар тӑвасси.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8
Укӑлчара, кермен евӗр икӗ хутлӑ Культура ҫурчӗ умӗнче, пасар пек халӑх хӗвӗшет.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ку вӑхӑтра пасар та пӑрахӑҫа тухать пулмалла та — ҫул тени те кирлех мар.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Столовӑя аш-какай пасар хакӗпе мар, хӑйхаклӑхӗпе тӑратмалла.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Колхоз вара столовӑя аш-какая пасар хакӗпе тӑратать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пасар ҫинчен тӗлӗкре те асӑнаймӑн.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.