Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑна вӑл хӑех каласа парӗ

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Юбилей каҫӗ мӗнпе асра юлнине Юлия Адюкова репортёр каласа парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Илюш ташлама ӑста, вӑл хура куҫне чӑлкӑштарса саккӑрла ҫаптарнине сӑнаса ларсан-ларсан тунката та вырӑнтан тапранӗ, ташша яра парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Унччен тӑрӑшни, ҫине тӑни халӗ «ҫимӗҫне» парӗ.

Все усилия, которые вы приложили, все ваши старания окупаются уже сейчас.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑлах Чӑваш Енре космонавтсен ҫамрӑк йышне хатӗрлеме май парӗ.

И создаст возможности для воспитания и обучения нового поколения космонавтов из Чувашии – наших юношей и девушек.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Унта ҫитес вӑхӑтра тума палӑртнӑ реконструкци комплекса ҫӗнӗ варкӑш кӗртӗ, Раҫҫей шайӗнче тата ытларах палӑрма май парӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчешӗн илӗртӳллӗ пулӗ.

который благодаря проекту реконструкции в ближайшие годы получит новое дыхание и станет заметной на уровне России и мира точкой притяжения.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Ҫуттӗнче хуҫи аслӑ Танкӑр кама упраса хӑварӗ, кама Эсрел аллине парӗ

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша сире уншӑн пурне те ҫӑмӑллӑх парӗ

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл сана пӳрт тулли ача-пӑча ҫуратса парӗ

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче халӑх та нумай, хуласем те пайтах, вӗсене тытса илни Мускав енне хӑвӑрт куҫма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку пире Мускава часрах ҫитме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑвна кам парӗ?!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Культура калаҫӑвӗ» лагерӗ Чӑваш Енре пулӗ, ӑна йӗркелесе ирттерме Раҫҫейри ФАНД пулӑшу парӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

«Кун пек кӑтартусене паян та тума пулать. Лаборатори инфратытӑмне йӗркелемелле. Вӑл хӑмлана пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе тишкерсе тӑма май парӗ», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Камӑн кӑмӑл пулӗ — вӑл пулӑшма пӗлӗ: Йӑнӑшсене тупса мана парӗ кӑтартса — Мана кӳрӗ усӑ, хӑйшӗн пулӗ сиплӗ, Эп малтанах хурап ӳн пек туса тав туса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗнчи туризм ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна «экскурси», «ҫулҫӳрев», «поход» тата «экспедици» ӑнлавсене кӗртсе туризма пырса тивекен право хутшӑнӑвӗсенчи ҫитменлӗхсене пӗтерме май парӗ», — пӗлтернӗ А.Салаева.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пуҫарупа тухнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%b8%d0%b ... %bd%d3%91/

Юратнӑ ҫын вӑл е ку ыйтӑва хастар татса парӗ, ҫавна май эсир эсир ӑна ҫӗнӗлле хаклама пуҫлатӑр.

Любимый человек, возможно, станет проявлять повышенную активность в решении тех или иных ваших проблем, что заставит вас по-новому оценить его способности.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӗркелеме пӗлни, тавҫӑрулӑх ку эрнере ҫимӗҫне парӗ: ӗҫре пысӑкрах должноҫ сӗнӗҫ е ертӳлӗх хавхалантарӗ.

Организаторские способности и немного находчивости в этот период дадут свои плоды: в частности, можно ожидать повышение на работе или поощрение от руководства.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, мӗн те пулин ҫимелли те парӗ, пӗрле чухне пӗр чӗлӗ те тӑрантарать, теҫҫӗ вӗт, — чунне тавӑрса, халь-халь куҫҫуль тапса тухасла пит-куҫпа ӳкӗтлет, йӑлӑнать пӗр Пурисӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Бизнесмен шухӑшӗпе ҫакӑ тенкӗ курсне тӳрремӗн витӗм парӗ.

Бизнесмен уверен, что это непосредственно скажется на курсе рубля.

Миллиардер шухӑшӗпе кӑҫал доллар 100 тенке ҫитӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34334.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех