Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парти сăмах пирĕн базăра пур.
парти (тĕпĕ: парти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна «Раҫҫей сали» парти проекчӗн регионти координаторӗ, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Сергей Артамонов ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Леонард Левый, унпа пӗрле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тата «Хула хутлӑхӗ» парти проекчӗн Чӑваш Республикинчи координаторӗ Валерий Антонов тата ытти яваплӑ ҫынсем вырӑнта пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

Муниципалитет округӗнчи «Единая Россия» парти членӗсем, парти майлӑ тӑрӑшакансем федераци пӗлтерӗшлӗ «Хула хутлӑхӗ» проектпа килӗшӳллӗн 2021-2022 ҫулсенче Елчӗкри Мир урамӗнче туса ирттернӗ ӗҫсене хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

23-мӗш суйлавра РНП Тӗп Парти Канашӗнче должноҫ йышӑннӑран 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӑна тепӗр хут Стамбулран суйланӑ, парти председателӗн вырӑнне хӑйӗн кандидатурине тӑратиччен парламентри парти ушкӑнӗн ертӳҫи пулса юлнӑ.

Занимая должность в Центральном Партийном Совете РНП на выборах 23-го созыва, 22 июля 2007 года был переизбран от Стамбула и до представления своей кандидатуры на пост председателя партии оставался руководителем партийной группы в парламенте.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

— Шухӑшӑр сирӗн ырӑ, ентешӗм, анчах мӑн пуҫлӑхсем институтри юлташӗсене часах манаҫҫӗ-ҫке, парти шкулӗнче пӗрле вӗреннисене кӑна асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Настя, йӑмӑкӗ ӑна тимлеменнишӗн хурланса хӑйӗн парти патне таврӑнчӗ.

Настя, не получив внимания сестры, вернулась к своей парте.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Малтанхи ыйтупа суйлав ҫинчен Смирнов А. И. парти членӗ доклад туса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пире, писательсене, парти хӑйӗн шанчӑкла помощникӗсем, тет.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫамрӑк Исаев, писатель тата критик, комсомолец ҫулӗнчех ҫӗре кӗнӗскер, хӑйӗн пултарулӑхне ҫителӗклӗ таран сарса ярайман, ҫапах та самана шухӑш-кӑмӑлӗпе пурӑннӑ, халӑхпа парти писательсене мӗн тума хушнине тӗрес ӑнланса ӗҫленӗ, ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ухтӑри парти организацийӗ ӑна партизансен отрядне йӗркелеме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫав ҫулсенче Виталий Миттовпа Василий Антонов парти комитетӗнче ҫул тӑвас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ҫав ҫулсенче вӑл колхозра парти комитечӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Акӑ, ҫак кунсенче Тукаймишерсем тепӗр парти гуманитарлӑ пулӑшу ӑсатма хатӗрлесе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Вулӑсри парти комитечӗн секретарӗ: — Пионеры, к борьбе за дело рабочего класса будьте готовы! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тухса калаҫакансенчен ытларахӑшӗ ҫак парти ертӳҫисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Кунта, Шупашкарти Республика лапамӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче, «Демократилле альтернатива» парти членӗсемпе вӗсен майлисем митинг ирттереҫҫӗ иккен (кун йышши шӑв-шавлӑ пухусене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри пур халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе поселоксенче, саласенче те курма-илтме пулатчӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫак вӑхӑтра Магаевпа юнашар тепӗр партта хушшинче ларакан Милосердина Людмила (пӗрле вӗреннисем ӑна ҫепӗҫ кӑмӑлне те пӗтӗм кӳлепи-кӗлеткине витӗрех хӗмлентерсе ҫутатакан сӑн-питне кура Нарспи тетчӗҫ) сочиненин малтанлӑха ҫырма панӑ пӗр хут листинчен пӗчӗк татӑк чӑрр! ҫурса илчӗ те ун ҫине: «А Бодров юлташу ӑҫта?» тесе ҫырчӗ, вара хута Магаев парти ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кашни экзамен тытакан парти ҫинче — штамп ҫапнӑ таса хут листисем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Патшалӑх, парти, обществӑн паллӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Кунта та ҫӗршыва ертсе пыракан парти — «пахчаҫӑ» ҫамрӑк ӑрӑвӑн «йывӑҫне тасатсах, ырӑ тӗслӗхсемпе шӑварсах» тӑчӗ (Алексей Стаханов, Валенина Гаганова, С.К.Коротков тата ыт. те).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех