Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парать (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпӗ пӑрланнӑ ҫӑматӑ ҫенӗкре, таканлӑ лаша кӗнӗ пек, шаплаттарса сас парать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм ял ячӗпе мар, хам ятпа — Макҫӑм Исаев сире кучченеҫ ярса парать тесе ҫырсах.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Киле таврӑнса кӗреп — пусма ҫинче Ахмадишша лара парать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юмӑҫ пӑхнӑшӑн хӑшӗ ханша юхтарса парать, хӑшӗ — услам ҫу, хӑшӗ — ҫӑмарта…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун хӑта та ҫичҫӗр тенкӗ парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ют чӗлхепе ҫырнӑ сӑвӑсене Петӗре вырӑсла куҫарса парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук! — Куҫмана алӑ парать Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Танк шухӑшӗпех килне ҫитсе кӗнӗччӗ Хумкка, килӗнче Эрхип лара парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакна курсан, Кулюкка пушшех урса каять: — «Намӑссӑр! Ясар кӗвенте! Турра мӑшкӑлласа тӑрать тата!» — тет те чышкипе Куҫука хӑлхаранах яра парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Тӑшмана Мускав ҫывӑхне ямӑпӑр», — тени хавхалантарать, ӗҫлеме вӑй парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван, таҫтан ҫава тупнӑскер, пуйӑс вӑрман хушшинче чарӑнса тӑнӑ чух вакунри лашасене чӗрӗ курӑк ҫула-ҫула парать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никам та мар — Хура Ҫимун тӑра парать ун умӗнче!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Автанӗ, хуҫалла темӗн асӑрхаттарса, пырне чӑрр ярӑнтарса, сас парать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑн, кӑпӑклӑ сӗтне ала витӗр ярса, упӑшки умне лартса парать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Имени управляющийе Ларион Никитич Юхин, ватӑ барон Атӑлкассине пӗртен-пӗр хут килсе кайнӑ чухне хуҫалӑхпа мар, кашни уйӑхра мӗн чухлӗ укҫа илме пултарассипе ҫеҫ интересленнине туйса, имени хуҫалӑхӗ тупӑш сахал парать, хӑшпӗр ҫулӗнче тӑкакне те аран ҫеҫ хуплаштарса пырать, укҫине имение сутса ҫеҫ тупма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашишӗн ҫеҫ вӑл ҫирӗм пилӗк тенкӗ парать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен умӗнче вӑрӑм сӑхманлӑ, пуҫне ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, урине шурӑ пир тӑлапа ҫӑпата сырнӑ ҫын тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ахмет, илтрӗн-и, вӑтӑр тенкӗ парать!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрре ҫапла хамӑрӑн йытӑ ҫинче юн ӗҫсе кӳпченӗ сӑвӑс лара парать, ун ҫине тепри — пӗчӗкреххи — вырнаҫнӑ, виҫҫӗмӗш чи пӗчӗк сӑвӑсӗ те кунтах — вӑтамми ҫине хӑпарса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

«Юркка, тӑр, тул ҫутӑлать, кӗтӳрен ҫывӑрса юлан. Вӑхӑтра тӑмасан аҫу кӗрсе пӗҫерккӗ парать…» — анне каланине таҫтан инҫетрен, ыйхӑ чиккинчен илтсе аран-аран вӑрантӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех