Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паракан (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автор пӗр сӑвӑ вуланӑ хыҫҫӑн хак паракан тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тата темиҫе сӑвӑ каланӑ хыҫҫӑн Петӗр Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш сӑвӑҫӗсене чӑннипех ҫул кӑтартса паракан статйисем пирки асӑнчӗ, чӑваш Совет поэзине пуҫаракан поэтӑн кӗске кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Умра пирӗн ӗҫ нумай: пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене туллин юсаса ҫӗнетмелле, Ҫыран хӗррине тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫлемелле, «Атӑл» кинотеатр никӗсӗ ҫинче ҫамрӑксен центрне уҫмалла тата ытти те.

Впереди у нас много дел: провести полную реконструкцию общеобразовательных учреждений, завершить благоустройство набережной, открыть молодежный центр на базе бывшего кинотеатра «Атӑл» и многое другое.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

Тавӑрса паракан чи пысӑк укҫа виҫи - 15 600 тенкӗ.

Максимальная сумма, которую вернут, – 15 600 рублей.

Ача ҫуратнӑшӑн тӳленин налук вычетне мӗнле илмелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3405096

Ҫакӑн валли пӗтӗмпех пур – патшалӑх программисем, халӑх паракан сӗнӳсем тата хула ҫыннисен хастарлӑхӗ.

Для этого есть все возможности – государственные программы, общественные инициативы и неравнодушие самих горожан.

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

Пӗлӳ паракан калаҫу хыҫҫӑн ачасем велосипедсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.

После познавательной беседы ребята активно приняли участие в спортивных соревнованиях на велосипедах.

Ачасене спортпа вӑйӑ программине пухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3395860

Ҫавна май вӗсен йывӑр ҫын арӑмӗсене пӗр хутчен паракан пособипе тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/

Вӗсен пенсие срокчен илме ирӑк паракан ятарлӑ стажӗ татӑлмӗ.

Куҫарса пулӑш

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/

Ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, яланах ҫӗнни патне ӑнтӑлакан, ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ паракан педагога малашне те ӗҫри ҫитӗнӳсемпе палӑрма, ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарма, ҫамрӑк Ньютонсемпе Эйнштейнсене ӳстерме сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Александровка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче хутса ӑшӑтмалли оборудование юсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Хальхи вӑхӑтра шкул ҫулне ҫитменнисен 4, хушма пӗлӳ паракан 2 учреждение, 16 шкултан 12-шне 2023-2024 ҫулсенче ачасене пӗлӳ пама хатӗр тесе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Малтанах округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.А.Комиссарова ачасене пӗлӳ паракан учрежденисем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленсе ҫитни пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Т.БЫКОВА, Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Вырӑнти строительсем – «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективӗ хальхинче те хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх илме хӑраман: вӗсен кӗске вӑхӑтра Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул территорине хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул коллективӗ пирки мал ӗмӗтлӗ, хастар та хыт утӑмлӑ вӗрентекенсене пуҫтарнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Документсене ҫын хӑй илсе килме те, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени электронлӑ почтине яма та пулать.

Документы можно принести как лично, так и отправить на электронную почту общеобразовательного учреждения.

Пушкӑрт Республикинче СВОна хутшӑнакансен ачисене шкул вӗренсе пӗтеричченех тӳлевсӗр апатпа тивӗҫтерӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... er-3391871

1-мӗш №-лӗ Гимназире вӗренекен хӑйсен шкулӗнче тӑван чӗлхепе калаҫма тата ӑна ӑша хывса пыма май паракан ятарлӑ кружок ӗҫне йӗркелесе яма пулмасть-ши тесе ыйтнӑ Пуҫлӑхран.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Йывӑр тапхӑра – выҫлӑх тата аркану – пӑхмасӑр Максим Александровка ялӗнчи кӗҫӗн классен пӗлӗвне паракан шкула ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе Владимировкӑри ҫичӗ класлӑ пӗлӳ ҫуртӗнче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Мӗншӗн тесен вӑл – савӑнӑҫ кӳрекен, ыранхи кунра шанчӑклӑх паракан чылай ҫын ӗҫӗн тухӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Строительство комплексӗн никӗсне хывнӑ тата ҫамрӑк ӑрӑва ҫӗнӗ ӗҫ династийӗсем йӗркелеме пулӑшса пырса хӑйсен пуян опычӗпе пӗлӗвне паракан ветерансене уйрӑмах пысӑк тав.

Огромная благодарность ветеранам, которые заложили основу строительного комплекса и передают свои навыки и знания молодому поколению, способствуя поддержке и формированию новых трудовых династий.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех