Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панине (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каласа панине кӗҫӗннисем те кӑсӑклансах итлесе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Мӗн чул панине йӑлтах илсе каять; кайран ҫиме пытарса хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Эпӗ вӑл заявлени панине те пӗлмен, тӗл пуласса та иккӗмӗш хут ҫеҫ тӗл пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Катя каларӗ: — Айта кашни кунхи ҫырма панине паянхи пек пӗрле тӑватпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ ҫинчен анне каласа панине астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михаил Игнатьев Севастополь Правительствин Председательне визита йӗркеленӗшӗн тав тунӑ, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен тата бизнес представителӗсен делегацине ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме кирлӗ условисем туса панине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

Продукци пуҫтаракансен приборпа усӑ курса кашни килти хуҫалӑх мӗнле сӗт панине пӗлмелле, ултавҫӑсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хӑнасене республика ертӳлӗхӗ ячӗпе саламларӗ, Шупашкар кинофестивалӗ сахал йышлӑ халӑхсен киноискусствине аталантарма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама пулӑшнине, республика ҫыннисене чӑн-чӑн кинопа киленме майсем туса панине палӑртрӗ, артистсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Хӑйсен ялӗсем Михапара Ишек пасарӗнче такама темӗн йӑтса панине курнӑ-мӗн.

Там ей поведали, что видели Михабара на ишакском базаре — кому-то что-то он подносил.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Курнӑ ҫынсем каласа панине илтесси килчӗ.

услышать это из уст очевидцев,

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каярахпа Янтул ялти эрех сутакан таракансене мелкепе сӗт сапса панине те курчӗ.

Позже Яндул видел, как в винной лавке хозяин разбрызгивал веником молоко тараканам.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара Ивук хӑй паҫӑр пӗччен утса килнине, хӑранисене, Шахрун каласа панине аса илчӗ те хӑйне хӑй шеллерӗ.

Он шаг за шагом припоминал свой ночной путь, пережитые страхи, рассказ Шахруна.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче «БОС» ГУП Чӑваш Республикинчи чылай объектсене пулӑшу панине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Вӗсем паянхи кунччен халӑха хумхантаракан чылай ыйтӑва татса панине тӗслӗхсемпе ҫирӗп-летрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Уйрӑм культурӑсенчен кӗрхи тулӑ аван тухӑҫ панине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Ку тӗлӗшпе районти ветерансен президиумӗн членӗ Т.Г.Смирнова пысӑк пулӑшу панине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Миҫе ҫынна пулӑшу панине, больницӑна хӑвӑртрах илсе кайма май тупнине пула вилӗм аллинчен туртса кӑларнине шутласа та пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/

Ҫавӑн пекех халӑха федераллӑ программа ҫынсене чылай ҫӑмӑллӑх, хӑтлӑх панине ӑнлантарма та ҫӑмӑлах пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ технологи халӑхшӑн ӗҫлет // П.Родионов. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %b5%d1%82/

Чӑвашсен ҫак авалхи йӑлине Ухтиван та пӗлет, ҫавӑнпа вӑл амӑшӗн каска пуканне хирӗҫ сӗтел ҫине ашшӗ кашӑк хурса панине курсан нимӗн те шарламасть.

Таков у них, у чувашей, древний обычай, Ухтиван садится напротив материнского стула-чурбака.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хак панине ҫак ылмаштарчӗ».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех