Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑртакан (тĕпĕ: палӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех вӑл кӑҫал физкультурӑпа спорт сферинчи патшалӑх тытӑмӗ йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине палӑртакан тренерсене, педагогсене, инструкторсене, вӗрентекенсене тата отрасль специалисчӗсене уйрӑмах тав тунӑ.

Он также выразил особую благодарность тренерам, педагогам, инструкторам, наставникам и всем специалистам отрасли, которые в нынешнем году отмечают 100-летие создания государственной системы управления в сфере физической культуры и спорта.

Путин Раҫҫейри физкультура юхӑмне аталантарма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3387555

Ку вӑл — иртнӗ ӗмӗрсенчи реализмлӑ литературӑн малта пыракан чи паха традицийӗсене тивӗҫлипе аталантарса пыракан, пӗтӗм прогрессивлӑ этемлӗхӗн ӑс-тӑн пурнӑҫӗнчи чи пуян опытне палӑртакан пирӗн совет литератури.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Автор туй юррисенче апат-ҫимӗҫе, ӗҫмене, ӑру-тӑванлӑха палӑртакан тата ытти лексикӑпа семантика ушкӑнӗсене кӗрекен вырӑнти калаҫу сӑмахӗсене тупса палӑртнӑ.

Автором обнаружены в свадебных песнях диалектные слова, которые представляют собой слова разных лексико-семантических групп: это и продукты питания, напитки, термины родства и другие лексико-семантические группы слов.

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Чикке палӑртакан юпа ҫине хӑрах аякӗпе тӑрӑнса юр ӑшне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Культурӑна аталантарасси» ятарлӑ программӑн ҫум программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Правительстви клубсене ҫӗнетсе пыма, объектсене хута яма палӑртакан йышӑну тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Унӑн пит-куҫӗ каллех ҫуталса кайрӗ, ҫапах та ку ҫутӑ пӗтӗм чун-чӗре савӑннине палӑртакан паҫӑрхи ҫутӑ пекех ӑшшӑн йӑлкӑшмарӗ халь.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑмах май, суд йышӑнӑвӗнче эпӗ саккунпа килӗшӳллӗн хӳтлӗхе тивӗҫ I ушкӑн инваличӗ пулнине палӑртакан пӗр сӑмах та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ҫавӑн пекех Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Элпуҫ ялӗнче кӑҫал хута яма палӑртакан «Дружба» культурӑпа кану паркне те ҫитсе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

Шалти сӗткенӗсем хӑватлӑн тапса тӑнине пула вырӑс ҫырулӑхӗ асӑннӑ чӗлхесен шайне часах ҫитет, вырӑс чӗлхи этемлӗх ӑс-тӑнӗнче тӗл пулакан мӗн пур шухӑша, мӗн пур ӑнланӑва тӗрӗс те витӗмлӗ палӑртакан чӗлхе пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Елен аялти кӗрен кӗпе тӗсне палӑртакан ҫӳхе-ҫӳхе шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, апла пулин те ӑна пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫакӑ ӑна ҫиелтен пӑхма хӑйне май улӑштарчӗ те: унӑн сасси те хулӑнланчӗ, куҫӗнче темӗнле халиччен кӳрӑнман ҫирӗплӗхе палӑртакан вут-хӗлхем ҫиҫе-ҫиҫе иле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эштел — чӑвашсен хӑйне евӗрлӗ ҫанталӑка палӑртакан хатӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Чӑваш юмахӗсем» йывӑҫран касас ӑсталӑха палӑртакан ӑмӑрту, «Виҫӗ хӗвел» этно-фолк фестивалӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Ак тата чарӑнса тӑчӗ: «качтаки» куҫӑмне палӑртакан сасса хӑлхине чанк тӑратсах тӑна хывасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл пирӗн юратнӑ ҫынсен пирвайхи ачаш сӑмахӗсене, ӑшӑ кӑмӑла, хӑтлӑха, пурнӑҫри малтанхи савӑнӑҫсене, тӑван киле палӑртакан япала.

Потому что это первые и нежные слова любимых людей, тепло, уют, первые жизненные радости, это родной дом.

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

Тума палӑртакан ӗҫсен анлӑшне шута илсе, унӑн калӑпӑшӗ чӑннипех пысӑк, Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле хушма укҫа-тенкӗ хатӗрӗсене явӑҫтарни шучӗпе асӑннӑ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пур пек майсемпе тата ҫӗнӗрен йӗркеленекен мӗнпур майпа усӑ курмалла.

С учетом масштаба предполагаемой работы, а объем очень большой, Минстрою совместно с Минфином Чувашии следует использовать все имеющиеся и вновь возникшие возможности ускорения данной работы за счет привлечения дополнительных финансовых инструментов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин вара вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫитӗнекен ӑрӑвӑн экологи культурине йӗркелемелли пайӑр майсем палӑртакан экологи тӗллевлӗ программӑсене ӗҫе кӗртмелле.

А Минобразования Чувашии необходимо внедрить в образовательных учреждениях экологоориентированные программы с конкретными мерами по формированию экологической культуры у подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шкул директорӗ хаклава палӑртакан приказа хӑй тӗллӗн улшӑну кӗртсе балсене ӳстерсе панӑ.

Директор школы завысила баллы, самостоятельно внося изменения в приказ, определяющий оценку.

Янӑш шкулӗн директорне явап тыттарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33793.html

Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче ҫуралса ӳснӗ Александр Старчковпа Дмитрий Семенов паттӑрлӑхӗ пирӗн чӗрере, асӑмӑрта ӗмӗрлӗхех упранӗ, ҫӗршывӑмӑр пуласлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ пулнине палӑртакан паха тӗслӗх пулӗ.

Отвага уроженцев Алатырского и Чебоксарского районов Александра Старчкова и Дмитрия Семенова навсегда останутся в наших сердцах, памяти, будут образцом личной ответственности за будущее страны.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех