Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрма (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ҫитес вӑхӑтра тума палӑртнӑ реконструкци комплекса ҫӗнӗ варкӑш кӗртӗ, Раҫҫей шайӗнче тата ытларах палӑрма май парӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчешӗн илӗртӳллӗ пулӗ.

который благодаря проекту реконструкции в ближайшие годы получит новое дыхание и станет заметной на уровне России и мира точкой притяжения.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Анчах вӗсем халӑхра палӑрма ӗлкӗреймен, пусмӑрти халӑх вӗсем хӑй тусӗ пулнине курма ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйӑ тин кӑна саланнӑ пулсан та илӗм-тилӗм палӑрма тытӑннӑ та.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме, обществӑра палӑрма пултаратӑр.

Можете завести новые знакомства, блеснуть в обществе.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑкӑр мӑкӑрӗсем те палӑрма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулсан «вӑрттӑн» ӗҫлеме пӑрахас туртӑм палӑрма пуҫлани ҫинчен калама пулать.

То есть можно говорить о тенденции выхода из «тени».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Апла пулин те спортӑн кӑткӑс тӗсӗнче Вӑрнар студенчӗсем те палӑрма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Анаталла вӗсем каллех васкаса утрӗҫ, ял палӑрма пуҫласан, майӗпентерех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малалла та ҫӗнтерӳсемпе палӑрма вӑй-хал сунатӑп», – тесе каланӑ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Кӗтмен ҫӗртен ывӑлӗ таврӑнни Яриле старике ҫӗнӗ вӑй пачӗ темелле, вӑл тепӗр кун ирхине ирех, ҫын пичӗ палӑрма пуҫличченех, вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ.

Неожиданное возвращение сына вернуло старика Яриле к жизни; он очнулся, когда еще в предутреннем сумраке нельзя было различить предметы.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Палӑртнӑ кун ҫӗнӗ ертӳҫӗне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Савватий, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗсем: Наталия Партасова, Морис Яклашкин ӑшшӑн саламланӑ, ӗҫре ҫитӗнӳсемпе палӑрма вӑй-хӑват, пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме хавхалану суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Евгений Николаевича ӗҫре ӳсӗмсемпе палӑрма, тӗллевсене туллин пурнӑҫлама вӑй-хал, ӑнӑҫусем суннӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Вӑй-хал тапса тӑни, уҫӑ кӑмӑл сире обществӑра палӑрма, ҫӗнӗ паллашусем пуҫарма пулӑшаҫҫӗ.

Избыток жизненных сил и душевная широта помогут вам блеснуть в обществе, завести новые знакомства.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Кашнин историйӗ, Чӑваш ЕНре ҫуралса ӳссе, пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма пултарнӑ ҫын, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Творчествӑлла туртӑм шкул ӳсӗмӗнчех палӑрма пуҫланине шута илсен вара ачасем шкул хаҫатне кӑларассине хутшӑннин, хӑйсене журналистика ӗҫӗнче тӗрӗслесе пӑхнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Пурне те ӑнӑҫусем, сывлӑх, ҫӗнтерӳсемпе палӑрма вӑй-хал сунатӑп», – тесе каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн спорт Министрӗ Олег Матыцин.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

«Раҫҫей – спортпа туслӑ ҫӗршыв» форум та пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашма май парать, пӗрне-пӗри ӑнланса тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыма, спортри ӳсӗмсемпе палӑрма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Эсир хирӗҫме юратмастӑр тӑк хӑвӑра лӑпкӑ тытӑр, ушкӑнра палӑрма ан тӑрӑшӑр.

Если вы не любите конфликтов, ведите себя тихо и не выделяйтесь из толпы, не беритесь за новые проекты.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре ыттисенчен палӑрма, хисеп ҫӗнсе илме пултаратӑр.

На работе вам удастся отличиться и заслужить уважение.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ пулӑр: вӑраха кайнӑ чирсем палӑрма пултарӗҫ.

Обратите внимание на здоровье: велик риск обострения хронических заболеваний.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех